ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем Украинăри ятарлă çар операцийĕнчи салтаксене пулăшас, Çĕнтерĕве çывхартас тесе сахал мар тăрăшаççĕ. Тăтăшах вĕсемпе çыхăнса тăраççĕ, вĕсене кирлĕ япаласемпе таварсем ăсатаççĕ. Муниципалитет округĕнчен волонтерсем уйрăм çынсен хастарлăхĕпе, тăрăшулăхĕпе туяннă çарта усă курма кирлĕ автомашинăсене те сахал мар çитерчĕç.
Округ тулашĕнче, пысăк хуласенче пурăнакан ентешĕмĕрсем вăрçăри салтаксене пысăк пулăшу пани вара тылрисене тата пуçарулăрах пулма хистет. Акă, çак кунсенче çеç Тикеш чăвашĕ, çĕршывăн тĕп хулинче - Мускавра - тĕпленнĕ Владимир Егорович Селиванов хăй вăйĕпе УАЗ-Патриот туянса фронта çитернĕ. Ырă тĕслĕх вара яланах сăваплă та, пархатарлă та.
Март 2025 |