Пĕрлĕхре - вăй

Категория: Публикации Опубликовано: 08.02.2025, 11:29 Просмотров: 622

Январĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарчĕ. Ăна итлеме "Волга Опера" театрне Чăваш Ен парламенчĕн депутачĕсем, ĕç тăвакан влаç, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, общество пĕрлешĕвĕсен, тĕрлĕ предприяти-учреждени, массăллă информаци хатĕрĕсен ертỹçисемпе представителĕсем тата ыттисем те хутшăннă. Çавăн пекех залра Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пыракан делегаци те пулнă. Сехет çурă ытла тăсăлнă сăмахĕнче Олег Алексеевич иртнĕ тапхăрти ĕçе пĕтĕмлетнĕ, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2025 çулхи тĕллевĕсене палăртнă. Çырăвăн тулли тексчĕпе "Авангард" хаçатăн сайтĕнче паллашма пултаратăр.

Александр ИЛЬИН

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика