Вĕсем Хирти Пикшикри тата Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулсене çỹрекен ачасене турттарĕç. Техникăна ку чухнехи хăрушсăрлăх системисемпе çĕнетнĕ. Çакă ачасене шкула илсе çỹренĕ чухне хăрушлăхран сирме май парать. Унсăр пуçне вĕсене "Ăслă шкул автобусĕ" системăпа çыхăнтарнă. Çавна пула ятарлă мобильлĕ çыхăну урлă шкул ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ маршрута сăнаса тăма, автобус ăçта çитнине пĕлме пултараççĕ. Сăмах май çакна та палăртмалла: паянхи куна муниципалитетри 25 автобус куллен 800 ытла ачана вĕрентỹ учрежденийĕсене турттарать.
Альбина ИВАНОВА
Март 2025 |