Çырăва хаклаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 08.02.2025, 11:37 Просмотров: 445

 Рудольф СЕЛИВАНОВ, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ:

- Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пиллĕкмĕш хут Патшалăх Канашне Çырупа тухрĕ. Пĕтĕмĕшле илсен вăл 2025 çулта республика аталанăвĕшĕн пĕрлехи вăйпа пурнăçламалли стратегилле план, халăх пурнăçне хăтлăлатас тĕллевпе республика умне лартнă пĕлтерĕшлĕ программа пулса тăрать.

 Олег Алексеевич иртсе кайнă Экологи культурин çулталăкне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен наци проекчĕсене тухăçлă вĕçленине, халĕ çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртессишĕн ырми-канми тăрăшнине палăртрĕ. Ку тĕлĕшпе сывлăх сыхлавĕн, вĕрентỹ, культура, строительство сферисенче, агропромышленность комплексĕнче пурнăçланă ĕçсене те асăнса хăварчĕ. Сăмах май каласан, Патăрьел муниципалитет округĕнче те иртнĕ çул тĕрлĕрен программăпа çĕнĕ объектсем сахал мар хута кайрĕç. Кăçалхи тĕллевсем те пысăк.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ юлашки пилĕк çулта республикăра пурăнакансем пуçарнипе 5218 проект пурнăçа кĕнине пĕлтерчĕ. Çакă, паллах, питĕ пысăк ĕç. Пуçару бюджечĕн программипе пирĕн муниципалитет округĕ те тухăçлă ĕçлет. Иртнĕ çул çеç эпир 31 проекта (77 миллион тенкĕлĕх) пурнăçа кĕртрĕмĕр. Кăçал тепĕр 44 проектпа халăх пурнăçне хăтлăлатма палăртнă.

Патшалăх Канашне янă Çырура Олег Алексеевич республика аталанăвĕн программипе килĕшỹллĕн кашни сферăрах вăраха ямасăр пурнăçламалли ĕçсене çивĕчлетрĕ, пысăк тĕллевсем лартрĕ. Çырура Патăрьел муниципалитет округĕн ячĕ те пĕрре мар янăрарĕ. Çывăх вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем те таса шывпа (федераци программипе) усă курма пултарĕç, хытă каяша сортлакан пункт, нумай отрасльлĕ "Батыревский" агропарк тата ыттине те хута яма палăртнă.

Николай ТИНЮКОВ, Патăрьелĕнчи тĕп больницăн тĕп врачĕ:

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче сывлăх сыхлав отраслĕнчи çитĕнỹсем, малашлăх тĕллевĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕн пулăшăвĕпе иртнĕ çул вĕçĕнче çеç Туçара, Çĕнĕ Ахпỹртре, Нăрваш Шăхалĕнче, Шăнкăртамра врач амбулаторийĕсем уçăлчĕç. Ĕçсене кăçал та малалла тăсасшăн.

Çывăх вăхăтра Патăрьелĕнче судпа медицина экспертизин районсем хушшинчи уйрăмĕ ĕçе пуçăнмалла. Вăл Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк муниципалитет округĕсенче пурăнакансен ыйтăвĕсене тивĕçтерĕ. Çавăн пекех юн тымарĕсене сиплекен центр уçăлмалла.

 Олег Алексеевич çавăн пекех ĕçре çĕнĕ технологисемпе, телемедицинăпа усă курассине, диспансеризаци тухассине мала хума сĕнчĕ.

 Çĕнĕлĕхсем вара ĕçе лайăхлатма, пациентсен ыйтăвĕсене татса пама пулăшаççĕ. Паллах, кунтан пахи нимĕн те çук.

Анатолий САМАКИН, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Общество канашĕн членĕ, Патăрьел муниципалитет округĕнчи Общество палатин председателĕ:

 - Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Патшалăх Канашне тухнă Çырăвĕ - республикăна аталантармалли стратегилле программа. Çырăва пур енлĕн, халăхăн сĕнĕвĕсемпе шухăшĕсене тĕпе хурса хатĕрленĕрен вăл кашни ертỹçĕ умне пысăк тĕллев лартрĕ. Олег Алексеевич экономикăна пĕр тикĕс аталантарас, тăван халăхăмăра пурăнма, ĕçлеме, канма, аталанма кирлĕ услови туса парас тесен мĕнпур вăя, вăл шутра обществăлла организацисене те пĕрлештермеллине каларĕ. "Пĕрле пулсан, çĕнейми йывăрлăхсем çук",-терĕ вăл пурне те пĕр чăмăра пуçтарăнма ыйтса.

Николай АНДРЕЕВ, Патăрьел муниципалитет округĕнчи Ашшĕсен канашĕн ертỹçи:

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырăвне тимлĕн итлерĕмĕр. Патшалăх аталанăвĕн программинче ял, хула халăхĕн пурнăçне малалла аталантарас, пĕрлехи вăйпа экономикăна тĕреклетес, çемьесене пысăк тимлĕх уйăрас, çамрăксене ырă енчен витĕм кỹрес тата ытти вуншар ыйтăва татса паракан хурава илтрĕмĕр. Олег Алексеевич хальхи вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсен паттăрлăхне, вĕсен ачисене малашне те тĕрлĕрен социаллă пулăшупа тивĕçтерсе тăрассине те палăртрĕ. Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнĕ май Республика Пуçлăхĕ вăрçă ветеранĕсене, тыл хастарĕсене тата ыттисене те, çавăн пекех çар операцине хутшăнакан салтаксене те хушма тỹлевпе тивĕçтерессине те пĕлтерчĕ.

Алена ГОРШКОВА, Патăрьел муниципалитет округĕнчи Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ:

- Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне тухнă Çырăвне тимлĕн итленĕ май мана уйрăмах Чăваш Енре 2025 çулта "Çемье" проект ĕçе кĕме пикенни чун-чĕререн савăнтарчĕ. Пурнăç условийĕсене лайăхлатма палăртнă мерăсем ĕçе кĕни, ачасене воспитани пани, ватăсем патне тимлĕх уйăрни, хĕрарăмсен прависене хỹтĕлени çемье институтне çирĕплетме пулăшать, çавăн пекех демографи лару-тăрăвне те лайăхлатма май парать.

Çавăн пекех Олег Алексеевич ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем патне гуманитари пулăшăвĕ çитерес ĕçе мала хунине палăртрĕ. Çакă пирĕн таса тивĕç те тесе шутлатăп. Округри хĕрарăмсем хỹтĕлев сеткисем çыхма, окоп çуртисем хатĕрлеме хастар хутшăнаççĕ. Çăм чăлхасем çыхса паракан та сахал мар тата ытти те. Сăваплă ĕçе амăшĕсем, мăшăрĕсем, аппăшĕсем, асламăш-кукамăшсем Çĕнтерỹ çитичченех туса пырасшăн.

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика