Кăçалтан "Çемье" ятпа çĕнĕ наци проекчĕ ĕçе кĕчĕ. Ăна пурнăçласа 2025 çулта социаллă контракт тăрăх патшалăх пулăшăвне тивĕçтерекен укçа-тенкĕне икĕ хут ытларах ỹстерме палăртнă.
Çапла майпа укçа виçи пĕр миллиарда яхăн тенкĕпе танлашĕ. Çакă Чăваш Енĕн Ĕçлев министерствипе 4 пин ытла социаллă контракт тума май парĕ.
Пулăшу мери регионта анлă сарăлнă. 2020 çултанпа кăна 17 пин ытла социаллă контракт тунă, çак тĕллевсем валли 2 млрд тенкĕ ытла уйăрнă.
Патшалăх пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнĕ халăха пулăшать, тĕрлĕ йышши пулăшу сĕнет.
Сăмахран, ĕçсĕррисем е регионта пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк тупăшлă граждансем бизнес уçнăшăн социаллă контракт тăрăх тỹлев илме пултараççĕ. Кун пек чухне кашни çын пуçне тивекен вăтам тупăша тата пурлăха шута илеççĕ. Çавăн пекех тỹлев илекенсен хăйсен заявлени панă регионта яланлăхах регистрациленмелле.
Социаллă контракт тăрăх финанс пулăшăвĕн виçи мĕнле ĕç пуçарнинчен килет. Бизнес уçнăшăн финанс пулăшăвĕ 350 пин тенкĕ таран, хушма хуçалăх тытса пыма 200 пин тенкĕ таран пулма пултарать.
Укçана тавăрса памалла мар, анчах ăна социаллă контрактра палăртнă тĕллевпе çеç тăкаклама пулать.
Килĕшĕве 12 уйăхлăх тăваççĕ, çав вăхăтра ĕçе пуçарса ямалла. Заявлени панă чухне ăна çыракан хăй тĕллĕн ĕçлекен е уйрăм предприниматель пулма пултарать е çак статуса каярахпа илет. Бизнес сахалтан та икĕ çул ĕçлемелле. Пĕрремĕш çулĕнче кашни уйăхрах тупăш çинчен пĕлтермелле, аренда, оборудовани, материалсемшĕн тăкакланнине çирĕплетекен мĕн пур документа упрамалла тата вĕсене социаллă хỹтлĕх пайне памалла.
Социаллă хỹтлĕх органĕн вара ĕç мĕнле пынине тата оборудованипе палăртнă тĕллевпе усă курнине тĕрĕслесе тăма ирĕк пур.
Бизнес заявлени çыраканăн тĕп тупăш çăлкуçĕ пулмалли пĕлтерĕшлĕ.
Социаллă контрактпа бизнес уçма укçа-тенкĕ пулăшăвĕ заявлени çыраканăн картти çине куçнине, уйрăм çын тупăшĕнчен налук хуманнине палăртнă. Укçана "МИР" тĕллев тытăмĕн картти çине кăна ярса пама юрать.
Социаллă контракт укçипе пỹлĕмсене тара илме пулать, анчах унта пĕтĕмĕшле суммăн 15 процентĕнчен ытла тăкаклама юрамасть. Унăн 5 процентĕнчен ытла мар Интернетри реклама, 10 процентĕнчен ытла мар документсемпе программăсем валли усă курма ирĕк пур.
Муниципалитет округĕнче сахал тупăшлă çемьесене тата сахал тупăшлă пĕччен пурăнакан граждансене патшалăх енчен социаллă пулăшу парас енĕпе кăçал та социаллă контракт тăваççĕ. Çак ыйтăва ведомствăсем хушшинчи ларусенче пăхса тухаççĕ. Çак кунсенче граждансенчен кĕнĕ 15 ыйтăва татса панă. Вĕсенчен 9-шĕ уйрăм предприниматель ĕçĕ-хĕлĕпе бизнес-план хỹтĕленĕ. Вĕсем парикмахер, автосервис, аниматор тивĕçтерĕвĕсемпе, сварка, электромонтаж, курьер, йывăçа ĕçе кĕртессипе, аш-какайран çурма фабрикатсем тăвассипе вăй хурасшăн. Улттăшĕ килти хушма хуçалăха аталантарасшăн. Социаллă контракт çырассипе Патăрьел, Ыхра Çырми, Сăкăт, Турхан тата Туçа территори пайĕсенче пурăнакансем хастартарах пулни курăнать.
2025 çулта 32,4 миллион тенкĕлĕх 151 социаллă контракт тума палăртнă. Кирек хăш ыйтăва та 8(83532) 61053, 62282 телефонсемпе çыхăнса уçăмлатма пулать.
Альбина КАПИТОНОВА
ПĔЛМЕ:
Муниципалитетра пурăнакансем 2024 çулта 22,71 миллион тенкĕлĕх 148 социаллă контракт çирĕплетнĕ. Вĕсенчен 68-шĕ (3,3 млн тенкĕлĕх) ĕç шырассипе, 21-шĕ (7,6 млн тенкĕлĕх) уйрăм предпринимательлĕхе, 51-шĕ (11 млн тенкĕлĕх) килти хушма хуçалăха аталантарассипе, 8-шĕ (0,7 млн) граждансен пурнăçри йывăр лару-тăрăвне лайăхлатассипе çыхăннă. Кăçалхи килĕшỹсем те çакнашкал ыйтусене уçăмлатассипех пулмалла.
Март 2025 |