Çеçке çураймĕ тек палан

Категория: Публикации Опубликовано: 08.02.2025, 11:43 Просмотров: 403

 Урамсенче çỹп-çап тăкмалли ешчĕксем вырнаçтарнăранпа тĕрлĕ ăпăр-тапăра кирлĕ-кирлĕ мар çĕре пăрахас йăла пĕтсе пычĕ. Халăхра ăнланулăх ỹссе пыни савăнтарать. Çапах та тепĕр чухне тарăхмалли те тупăнать. Патăрьелĕнчен Сăкăта каякан çул хĕрринче çỹп-çап тăкмалли вырăна çитиччен автомашинăран тулли полиэтилен хутаçсем ỹксе юлни тĕл пулать. Çилпе çурăлаççĕ вĕсем. Çул тăрăх унталла-кунталла вĕçеççĕ. Ана çине кĕреççĕ.

Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче Сăкăтăн хĕвел анăç енчи кас вĕçĕ тĕлĕнче пушă çĕр лаптăкне çỹп-çап тăкмалли вырăна çавăрнăччĕ. Эпир унтан ăна икĕ урапа тиесе палăртнă çĕре кайса тăкрăмăр. Тасатнă вырăна Пăлапуç Пашьел лесничествинчен çăка, хурăн, палан хунавĕсене илсе килсе лартрăмăр. Паянхи пекех астăватăп. 2005 çула парксемпе садсен çулталăкĕ тесе те палăртнăччĕ. Ỹсрĕç йывăçсем. Çимĕçĕпе те савăнтаракан пулчĕç. Хыт хура ашкăрмарĕ. Анчах тепĕр чухне çут çанталăка илем кỹрекен йывăçсенех хуçса амантни тĕл пулать. Çакă кама тарăхтармĕ. Тирпейлĕ усă курма пĕлсен сиплĕ эмел курăкĕсем пуçтарма, çырла та татма пулать кунта. Йывăç çимĕç пама тытăниччен сахал мар вăхăт кирлĕ. Çурт тăвакан, ача çуратса ỹстерекен, йывăç лартакан хисепре, тенĕ авалтан. Эппин, хамăртан ырă йĕр хăварас тесен ырă ĕç ытларах тăвасчĕ.

Иван СУРКОВ

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика