Ĕçĕпе мухтавлă, чунĕпе пуян

Категория: Публикации Опубликовано: 08.02.2025, 11:45 Просмотров: 388

Кĕçĕн Арапуç çĕрĕ пил парса çитĕнтернĕ Иван Селиванов ыран 75 çул тултарать. Анчах та ăна никам çак çулта памасть. Вăл тепĕр çамрăкран та ирттерет...Ĕçре те пултаруллă, спортра та маттур!

Вăтам шкул хыççăн ентешĕмĕр Хусанти ветеринари институтĕнче пĕлỹ илет. Хĕрлĕ дипломлă специалист тăван тăрăха таврăннă. "Герой" колхозра тĕп ветеринар-тухтăрта ĕçлеме пуçланă. Çамрăк специалист хăйне лайăх енчен кăтартнă. Çавна май ăна кĕçех ветеринар участокĕн пуçлăхне лартнă. Кăшт вăхăтран комсомол райкомĕн иккĕмĕш секретарĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă. Совет çарĕнче Иван Селиванов радиологи службин капитанне çитнĕ. Салтакран таврăнсан аспирантурăна вĕренме кĕнĕ. Ун хыççăн наука кандидачĕн, наука докторĕн диссертацийĕсене хỹтĕленĕ.

Ĕç биографине малалла тишкерсен вăл Хусанти Н.Бауман ячĕллĕ ветеринари институчĕн аспиранчĕ, биологи наукисен кандидачĕ, профессор, академик, Вологодски институчĕн ветеринари факультечĕн деканĕ, Волгоградри патшалăх ял хуçалăх институчĕн выльăх-чĕрлĕх физиологийĕпе ветеринари кафедрин заведующийĕ, республикăри тĕп ветеринари инспекторĕ пулни те курăнать.

Чăваш Республикин ветеринари службин тĕп тухтăрĕнче ĕçленĕ чухне Иван Михайлович тăрăшнипе республика шайĕнче ветеринари саккуне йышăннă.

Аслă пĕлỹ тытăмĕнче ĕçлеме пуçласан Çĕнĕ Шупашкарта Мускаври аш-какай енĕпе специалистсем хатĕрлекен прикладной биотехнологи университечĕн филиалне, биотехнологи колледжне, институтне, академине пуçарса янă.

 Иван Михайлович проректорта, директорта ĕçленĕ. 2014 çултанпа - Çĕнĕ Шупашкарти технологи тата управлени академийĕн ректорĕ. Ветеринари ĕçне, аслă тата вăтам професси пĕлĕвне йĕркелекен специалист 300 ытла вĕрентỹ тата наука ĕçĕн авторĕ. 3 монографи кăларнă вăл. 8 изобретенипе 5 патент пур унăн. Иван Михайлович Раççей регионĕнчи патшалăхăн мар вĕрентỹ организацийĕсен Ассоциацийĕн Чăваш уйрăмĕн председателĕ, Пĕтĕм Раççейри биотехнологи пĕрлешĕвĕн регионти уйрăмĕн председателĕ, федерацин Атăлçи округĕнчи АПК аталанăвĕн эксперт канашĕн членĕ, вĕрентỹ тата наука сферинчи тишкерỹ службин эксперчĕ. "Чикĕсĕр професси" (Болгари Республики, Бургас хули) Европа проекчĕн Координаци канашĕн председателĕн çумĕ. Вăлах Перу Республикинчи "Международный менежмент", Казахстан Республикинчи "Вестник университета Болашак" журналсен редакци коллегийĕн членĕ, Чулхула патшалăх ял хуçалăх академийĕн, Латинла Америкăри Перу Республикин С.Боливар ячĕллĕ "Перуанские крылья" университетăн Хисеплĕ профессорĕте.

Ентешĕмĕре Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ тата наука министерствин, Чăваш Республикин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствин, Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕсемпе наградăланă. Çавăн пекех вăл тĕрлĕ преми лауреачĕ те, тĕрлĕ çĕршыв медалĕсен хуçи те.

Чăваш Республикин социаллă-экономика аталанăвне, халăха кăмăл-сипет тата патриотла воспитани парас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн "Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул" медальпе те чысланă ăна.

2021 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн "Юратупа шанăçлăх" медальне тивĕçнĕ. Çавăн пекех ентешĕмĕр ятне нумаях пулмасть Раççей Федерацийĕн Вĕрентỹ системин Хисеп хăми çине те кĕртнĕ.

 Иван Михайлович Чăваш Республикинчи Писательсен канашĕнче, тĕнчери писательсен канашĕн пĕрлешĕвĕнче тăрать. Вăл чăваш, вырăс, тутар, акăлчан чĕлхисемпе ирĕклĕ калаçать. Испани, нимĕç, латин чĕлхисене те чухлать.

 Туслă çемье Селивановсен. Мăшăрĕпе, Нина Ивановнăпа, икĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Наташа та, Оксана та ашшĕ-амă- шĕн ят-сумне çĕклекен ачасем, иккĕшĕ те наука кандидачĕсем, доцентсем, "Раççей Федерацийĕн аслă професси пĕлĕвĕн тава тивĕçлĕ" ĕçченĕсем. Академинче административлă должноçсенче ĕçлеççĕ.

Нина Ивановна технологипе управлени академийĕнче ректорăн финанс ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, аслă категориллĕ вĕрентекен, "Раççей Федерацийĕн аслă професси пĕлĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ". Аслă кĕрỹшĕ - иерей, Шупашкар районĕнчи Тăрăн ялĕнчи чиркỹ настоятелĕ. Кĕçĕннин мăшăрĕ аслă пĕлỹллĕ, наука кандидачĕ, доцент. "Раççей Федерацийĕн аслă професси пĕлĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ, "РТ-пушар хăрушсăрлăхĕ" пĕрлешỹ филиалĕн директорĕнче тăрăшать.

4 мăнук çитĕнет вĕсен.

Пултаруллă та çаврăнăçуллă ентешĕмĕр пур çĕре те ĕлкĕрет. Çамрăк ăрушăн вăл пур енĕпе те çутă тĕслĕх.

 Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика