СВО паттăрне асăнса – турнир

Категория: Публикации Опубликовано: 08.02.2025, 11:48 Просмотров: 423

 Ишлĕри пуçламăш шкул-сад спортзалĕнче Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса пуçне хунă Пăлапуç Нурăсĕнчи Сергей Гриднев ячĕпе пуçласа сĕтел çинчи теннис вăййи иртнĕ. Унта 1-5 классенче пĕлỹ пухакансенчен Василий Адикин (пĕрремĕш), Алексей Белков (иккĕмĕш), Александр Ахмеев (виççĕмĕш), 6-11 классенчен Дима Алексеев, Данил Казеев, Артем Лаврентьев малти вырăнсене йышăннă.

 18-24 çулсенчисем хушшинче Александр Шайманов пĕрремĕш, Андрей Кириллов иккĕмĕш, Николай Алексеев виççĕмĕш вырăнсенче.

25-50 çулсенчисем те кăмăллаççĕ вăййа. Дима Васильев пĕрремĕш, Алексей Матвеев иккĕмĕш, Денис Медведев виççĕмĕш вырăнсенче пулнă.

Çур ĕмĕр чиккине парăнтарнисенчен Виталий Глинкин, Юрий Платонов, Петр Кудряшов (йĕркипе шутласа) малти вырăнсене йышăннă.

Хĕрсенчен Оксана Волкова пĕрремĕш, Лариса Урмакова иккĕмĕш, Анастасия Матвеева виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Çĕнтерỹçĕсене медальсемпе, грамотăсемпе, парнесемпе чысланă.

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика