Иртеççĕ кунĕсем, шăваççĕ çулĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 08.02.2025, 11:52 Просмотров: 460

Çĕнĕ Ахпỹртри Тукмаковсен килĕшỹллĕ çемйине пăхса ял-йыш ăмсанать: кăтартуллă мăшăр, иккĕшĕ те пĕвĕ-сийĕпе ятуллă, лăпкă, сăмаха пуçпа шутламасăр калаçмаççĕ, кирек епле ыйтупа та канашлама пулать вĕсемпе, пулăшма ỹркенмеççĕ...

Çулсем иртнĕçемĕн ватлăхĕ пусать çав. Георгий Гурьевич çывăх кунсенче хăйĕн 90 çулхи юбилейне палăртма ĕмĕтленет. Иртсе кайнă кун-çулне тишкерме те кăмăллă. Ырă йĕр хăварать вăл çĕр çине. Вăрçă ачи ашшĕнчен 9 çулта тăлăха юлнă. Çывăх çынни Курск çывăхĕнче тăшмана хирĕç çапăçса пуçне хунă. Ачалăхĕ çăмăлпа иртмен. Терт-нушине самаях ас тивме лекнĕ. Çамрăкранах ури çине ĕне пуснă. 7 класс хыççăнах тăван колхоза ĕçе утнă. Çул çитсен çар ретне тăнă.

Конституци тивĕçне пурнăçласан Канашри механизаци училищине çул тытнă. Çулталăкран тăван колхоза таврăннă. Механизаторта, комбайнерта ĕçленĕ. Малалла вĕренес ĕмĕчĕ канăç паман ăна. Ĕмĕте пурнăçлас тĕллевпех Çĕрпỹри техникума çул тытнă. 4 çул та 8 уйăх вĕреннĕ хыççăн Георгий Гурьевича Патăрьелĕнчи сельхозтехникăна ĕçлеме янă. Унта икĕ çул автомеханикра вăй хунă хыççăн тăван яла таврăннă. 18 çул тĕп инженер-механикра ĕçленĕ. Тĕп тивĕçе пурнăçланипе пĕрлех партком председателĕ те, ял Совет депутачĕ те пулнă. Ĕç ветеранĕн Хисеп тата Тав хучĕсем çителĕклех.

Мăшăрĕ, Мария Александровна, çынна ăнланаканскер. Вăл 36 çул ялти шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен пулса ĕçленĕ. Çутĕç вĕрентỹ отличникĕ.

Пĕрлехи вăйпа мăшăр çуртне те лартнă, ывăлпа икĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Ăрăва малалла тăсакансен умĕнче пĕрин те пичĕ хĕрелмест.

Юрий ывăлĕ Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумĕ хыççăн полици системинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Надеждăпа Алевтина хĕрĕсем амăшĕн çул-йĕрне суйласа илнĕ. Пĕри Кивĕ Ахпỹртри, тепри Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенче пуçламăш классене вĕрентеççĕ. Иккĕшĕн те ĕç стажĕ пысăк. Ĕçĕсене тивĕçлипе хаклакан грамотăсем те пур. Улмисем пĕри те йывăççисенчен аякка ỹкмен.

Тукмаковсен ăрăва малалла тăсакан 5 мăнукпа 5 кĕçĕн мăнук çитĕнет. Кашнийĕнпе мухтанмалăх та, савăнмалăх та пур. Аслăраххисем пурте аслă пĕлỹ илнĕ. Артур медицина наукисен кандидачĕ, Настьăпа Кристина министерствăсенче тĕрлĕ должноçра ĕçлеççĕ. Шкулта вĕренекеннисем те тарăн пĕлỹпе савăнтараççĕ.

Кинĕ те, кĕрỹшĕ те хăйсем пекех правур та ĕçчен.

Мария Александровнăпа Георгий Гурьевич йăх тымарне саракансене хăйсем пекех сăпайлă пулма хăнăхтараççĕ. Аслашшĕпе асламăшĕн, кукашшĕпе кукамăшĕн ял çинчи хисепне, ятне-сумне çỹлте тытма сĕнеççĕ. Кунтан лайăххи, пахи тата мĕн пултăр. (223).

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика