Çĕнĕ вите çĕкленет

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2025, 17:38 Просмотров: 384

 "Батыревский" акционерсен хунă пĕрлешĕвĕ (ертỹçи Петр Ялуков) пур енĕпе те ăнăçлă аталанса пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Çулсеренех кунта пỹлме тулли тыр-пул çитĕнтереççĕ, техника паркне çĕнетсех тăраççĕ, кадрсен ыйтăвĕпе, çĕр ĕçченне, механизаторсене хавхалантарассипе те ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ тата ытти те.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ хуçалăха тупăш паракан çăл куçсенчен пĕри шутланать. Паянхи куна пĕрлешỹре 1110 пуçа яхăн мăйракаллă шултра выльăх. Малашлăхра витесене тата çĕнетесшĕн.

Çак кунсенче Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов "Батыревский" пĕрлешỹре пулнă, 300 пуç ĕне-выльăх самăртмалли çĕнĕ фермăн строительство ĕçĕсемпе паллашнă. Хальхи вăхăтра çак тĕллевпе объектра хĕрỹ ĕç пырать, никĕсне янă хыççăн витен каркасне тăваççĕ.

Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ объектра строительство ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашнă май ĕç пахалăхĕпе, условисемпе, выльăх-чĕрлĕх самăртмалли цеха ку чухнехи оборудованисемпе тивĕçтернипе кăсăкланнă.

Çывăх вăхăтрах "Батыревский" пĕрлешỹрех 400 ĕне вырнаçмалăх ферма та тума пикенесшĕн.

 "Çакă вăл рынок условийĕсенче производство калăпăшне ỹстермелли, çав вăхăтрах çынсене ĕçпе тивĕçтермелли, округри агропромышленность комплексне аталантармалли тепĕр пĕлтерĕшлĕ утăм" - çапла хак панă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов "Батыревский" пĕрлешỹри ял хуçалăх отраслĕн аталанăвĕ пирки.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика