Каншелĕнчи клубра "Айтăр-ха, асаннесем" конкурс иртрĕ. Унта çавăн пекех кукамайсем те хутшăнчĕç.
Сцена юрă-ташăпа тулчĕ. Конкурссен хушшинче Пикшик территори пайĕнчи Кĕçĕн Арапуçĕнчи тата Еншикри, Первомайски территори пайĕнчи культура ĕçченĕсем, "Çăлкуç" халăх фольклор ушкăнĕн солисчĕсем куракансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. 6 класра вĕренекен А.Елова тата А.Викторова шăрантаракан юрăсемсĕр кунта пĕр концерт та иртмест.
Территори пайĕн начальникĕ Леонид Пыркин, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Александр Иванов асанне-кукамайсен пултарулăхĕ пысăк пулнине палăртрĕç.
Пултаруллă, сăпайлă, маттур, чăнкă, кăмăллă хĕрарăмсене тĕрлĕ номинаципе хакларĕç.
Альбина ИВАНОВА
Апрель 2025 |