Бюджет пуянлăхĕ хамăртан килет

Категория: Публикации Опубликовано: 14.03.2025, 17:47 Просмотров: 343

Тĕп экономика кăтартăвĕсемпе Патăрьелсем чылайăшĕнпе малтисен йышĕнче. Пирĕн тăрăхра пĕчĕк тата вăтам бизнес та, предпринимательлĕх те, фермерсемпе кооперативсем, выльăх-чĕрлĕх тирпейлекен цехсем те начар мар ĕçлесе пыни куçкĕрет. Ахальтен мар Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Правительство кунĕнчи пĕтĕмлетỹре "Патăрьел округĕ лайăх аталанса пыракан муниципалитет округĕсенчен пĕри" тесе хак панинчен хăйĕн сăмахне пуçларĕ.

Çапах та республикăри интеграллă рейтингра (ăна темиçе тĕрлĕ потенциалпа хаклаççĕ) эпир кăтартуллисен шутĕнче пулманни чыс кỹмест.

- Пирĕн мĕн пур инфратытăм аталанăвĕ, ялсен хăтлăхĕ, социаллă, культура, сывлăх сыхлавĕн тата ытти объектсем хута каясси, çулсем çĕнелесси пĕтĕмпех налукран килет. Округри ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен, продукцие тирпейлекен цехсен тата ыттисен ертỹçисем хăйсен ĕçченĕсен шалăвне пĕчĕк кăтартса налук сахал тỹлени бюджета пуянлатмасть. Вăл округ аталанăвне, малашлăхне тỹнтерле витĕм çеç кỹрет,- пĕлтерчĕ Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ, экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕлĕн пай пуçлăхĕ Юлия Селиванова.

Хальхи вăхăтра Патăрьел муниципалитет округĕнче ĕçлеме пултаракан 16100 çын пурăнать. Налук базине пысăклатма майсем çителĕклĕ темелле. Анчах та вĕсенчен 60 проценчĕ çеç официаллă ĕçлет, 22 проценчĕ вăтам тата пĕчĕк биснесра тăрăшать. Ытти пайĕ е пачах та ĕçлемест, е "сăрă ĕç укçипе" (серая зарплата) çырлахаççĕ теме пулать. Вĕсем вара мĕн пур çăмăллăхпа, çулпа тата ыттипе усă кураççĕ пулин те округ пухмачне пуянлатма, инфратытăма çĕнетме, çулсем тума, урамсене çутăсемпе тивĕçтерме, ялсене хăтлăлатма тата ытти те пĕр пус укçа-тенкĕ те хывмаççĕ, хăйсен пайтишĕн çеç тăрăшаççĕ.

Ваттисем тỹшекне кура уруна тăс, - тенĕ. Тỹшек вырăнĕнче пирĕн шăпах округ бюджечĕ, пĕрлехи вăйпа пуçтарăнакан укçа-тенкĕ пухмачĕ. Ку тĕлĕшпе кăтартуллă ĕçлекеннисене ятранах асăнса хăвармалла. Акă, "Исток", "Батыревский" пĕрлешỹсем, "Красное Знамя" кооператив, "Молочные зори", "Экопродукт" предприятисем, строительсен организацийĕсенчен "Булат", "Стройкомфорт", "Энергострой", ПМК "Батыревская". Вĕсенче вăтам ĕç укçи те пысăк, налуксене те вăхăтра тата кирлĕ пек куçарса тăраççĕ, бюджета укçа кĕртеççĕ.

Округра бюджета пуянлатас тĕллевпе тимлĕх уйăрмалли тепĕр мел çинче те чарăнса тăрас килет. Шăнкăртамра, сăмахран, выльăх-чĕрлĕхе пусса тирпейлес ĕç лайăх аталаннă. Анчах патентпа ĕçлекен предприниматель çав тери сахал. Çакă каллех çынсем хăй пайтишĕн çеç, налук тỹлемесĕрех пурăннине çирĕплетсе парать. Кашни организаци-предприятинче, хуçалăхра, фермер хуçалăхĕсенче тата ыттисенче те çынсемпе тăвакан ĕç хутшăнăвĕсене саккунпа килĕшỹллĕн йĕркелемеллех.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика