Олег Николаев, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:
- Шкулсенче «ӳсӗм вырӑнӗсемсӗр», ятарлӑ лабораторисемсӗр, вӗренӳ класӗсемсӗр пуҫне вӗренӳпе производство класӗсем хастар йӗркеленеҫҫӗ, ҫакӑ шкул ачисене профессие маларах суйлама май панисӗр пуçне вӑхӑтлӑх ӗҫлемешкӗн пӗрремӗш професси илме те пулӑшать. Ҫуллахи каникула ӗçлесе ирттернӗ тӗслӗх аслӑ классенче вӗренекен ачасен хушшинче ытларах та ытларах палӑрать
Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта "Çемье лабораторийĕ" проект ĕçлет. Вĕсен ырă пуçарăвне ытти вĕренỹ учрежденийĕсенче те сарсан питех те аван пулмалла. Çакă шкулпа çемье хушшинчи çыхăнăва çирĕплетет. Çитĕнекен ăрăва аслисен ырă тĕслĕхĕпе воспитани илме май парать. Аслă классенче вĕренекенсен тавракурăмне анлăлатма, пурнăç çулĕ çине тăма тĕллевсем палăртма пулăшать. Вĕренекенсем тĕрлĕ профессипе те паллашма пултараççĕ (автор сăн ỹкерчĕкĕсенче унăн саманчĕсем).
Муниципалитет шайĕнчи "АттеАннеFEST" çемье уявĕн мероприятине йĕркелеме тăрăшса хатĕрленни куç кĕретех. Программа пуян пулчĕ. Унта лекторисен ĕçне те кĕртнĕ. Çавна май Патăрьелĕнчи тĕп больницăри Ильнур Субханкуллов хирург пĕр аудиторинче медицинăна кăмăллакансемпе калаçу йĕркелерĕ. Чулпан Багманова стоматолог вара шăлсене ачаранах мĕнле упрамаллине вĕрентрĕ. Полици майорĕ Ильнара Фасхутдинова право пĕлĕвĕсен никĕсĕсемпе паллаштарчĕ. Мероприяти "хăнисем" пурте вăхăтĕнче çак шкулта вĕреннĕ, аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн каялла тăван ене таврăннă, çемье çавăрнă. Халĕхăйсем аттепе анне. Ачисене шкул коллективĕпе пĕрле воспитани пама пĕртте хирĕçлемеççĕ. Шкулти мероприятисене килсех çỹреççĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнĕ май йĕркеленĕ "Иртнĕ пулăмсен саманчĕ" та чуна çỹçентерет. Унта паянхи пурнăçшăн пуç хунисен сăнарĕсене курма пулать. Ỹкерчĕксене ачасем те тунă. Хăшĕ-пĕри тĕрлĕ шайри конкурсра мала тухнă.
"Çемье мастерскойĕ" мастер-классене каллех ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те хутшăнчĕ. Мĕн кăна ăсталама, тума вĕрентмеççĕ аслисем. Наци пурнăçĕпе çыхăннă орнаментсемпе куллен тĕл пулать çитĕнекен ăру. Тюбетейкăсемпе калпаксене пуçран та хывмаççĕ вĕсем. Çи-пуçа илем кỹрекен, капăрлатакан брошкăсене те çакаççĕ. Тыт та ăстала хăвна килĕшекеннине. Вĕтĕ шăрçине тĕрлине сутаççĕ. Сувенирсем пĕринчен тепри илĕртỹллĕ тухнă.
Техĕмлĕ апат шăршине вара пỹлĕмре çеç тытса тăраймастăн. Вăл коридорах сарăлнă. Пĕринче кондитер, тепринче кулинари ăсталăхĕсене вĕренме пулать. Мĕн тĕрлĕ апат-çимĕç çеç пĕçерме хăнăхтармаççĕ-ши! Роллысемпе шаурмасем, пĕчĕк тата пысăк торт таранах. Салатсем хатĕрлеме, иккĕмĕш блюдăсем пĕçерме те вĕрентеççĕ.
Хĕрарăмсен уявĕ пулнăран чечек "тĕнчине" те лекме май пулчĕ.
Уявра пурин те капăр пулас килет. Хальхинче уйрăмах хĕрсемпе хĕрарăмсен. Вĕсене тирпейлекен специалист та пур. Вăл миçе тĕрлĕ прическа кăтартса тĕлĕнтермерĕ-ши?
Арçын ачасене илĕртекен ятарлă пỹлĕме Афганистан вăрçине хутшăннă паттăрсем те килме кăмăл тунă. Вĕсем çитĕнекен ăрупа автомат салатса пуçтарчĕç, пулас çĕршыв хỹтĕлевçисене тĕл перессипе кирлĕ сĕнỹсем пачĕç.
Малалла мероприяти акт залĕнче тăсăлчĕ. Кунти "Çемье сценинче" те ачасемпе ашшĕ-амăшĕ юнашар. Ун пек чухне çитĕнекен ăрăвăн пит-куçĕ çуталса çеç тăрать, савăнăçпа çиçет.
Проект пурнăçа кĕрсе пынине ырласа муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова сăмах илчĕ. Ирина Петровна Раççейри Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин, Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕсенче çитĕнекен ăрăва çакнашкал воспитани панин пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк пулнине палăртрĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвне вырăнта ĕçе кĕртнине ырларĕ.
Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ, Чăваш Республикинчи Общество палатин членĕ Мансур хазрат Хайбуллов ачасем çĕршыва юрăхлă çитĕнччĕр тесен вĕсемпе шăпах халь тăрăшса ĕçлемеллине палăртрĕ. Проекта шкул коллективĕнче вăхăтра пурнăçа кĕртме пуçăннине каларĕ. Чăваш Республикинчи Общество палатин членĕ, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă Руслан Валиуллов подполковник ачасене çарпа патриотла воспитани парас ĕçе йĕркелесе пынине ырларĕ.
Шкул директорĕ Гелсирень Абейдуллова мероприятие пĕтĕмлетрĕ, фестиваль пĕр-пĕринпе курнăçма, ăсталăхпа паллашма та май панине палăртрĕ.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Апрель 2025 |