Йĕлтĕр федерацийĕн председателĕн парнисемшĕн

Категория: Публикации Опубликовано: 14.03.2025, 17:57 Просмотров: 322

 Кĕçĕн Арапуçĕнчи В.Маркиданов ячĕллĕ йĕлтĕр йĕрĕнче спорт мастерĕн кандидачĕн, муниципалитет округĕнчи йĕлтĕр федерацийĕн председателĕн Сергей Сафьяновăн парнисене тивĕçессишĕн ăмăрту иртнĕ.

Сергей Геннадьевич спортăн тĕрлĕ енне килĕштернĕ. Йĕлтĕрпе ярăнса вара ытларах çитĕнỹ тунă. Спорт мастерĕн кандидачĕн нормине тултарнă, Чăваш Республикин чемпионачĕн призерĕ, унăн пĕрлештернĕ командине кĕнĕ.

 Старта муниципалитет округĕн хастар йĕлтĕрçисем тăнă. Ăмăртăва хутшăнакансем 5 ỹсĕм çулне кура ярăннă. Финиша кĕрекеншĕн кашни секкунд шутра пулнă. Мала тухнисемпе призерсем чыса тивĕçнĕ.

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика