Кинофильмсенчи юратнă юрăсемпе ташăсем - сцена çинче

Категория: Публикации Опубликовано: 14.03.2025, 18:02 Просмотров: 472

 Патăрьел муниципалитет округĕнче тĕрлĕ наци çыннисен культурипе йăли-йĕркине малалла тăсас, халăхăн туслăхне тата ытларах çирĕплетес тĕллевпе йĕркелекен мероприяти сахал мар. "Кинофильмсенчи юратнă юрăсемпе ташăсем" фестиваль-конкурс шăпах вĕсенчен пĕри. Кăçал ăна Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче апрелĕн 4-мĕшĕнче ирттереççĕ. Раççейри Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин, Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕсене халалланă мероприяти 18 сехетре пуçланать.

 Фестиваль тĕллевĕ - çынсен тĕрлĕ енлĕ творчество пултарулăхне аталантарасси, талантсене тупса палăртасси, çитĕнекен ăрăва, çамрăксене патриотла, ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен воспитани парас тĕлĕшпе ырă йăласене упраса хăварасси, коллективсен пултарулăхне, пĕрлĕхне ỹстересси, тĕрлĕ вăхăтри кинофильмсенчи юрă-кĕвĕпе çывăх паллашасси тата ытти те.

Сцена çинчи юрă-ташă тупăшăвне Патăрьелĕнчи мĕн пур харпăрлăх формиллĕ организаци-предприяти коллективĕсем хутшăнаççĕ. Фестиваль условийĕпе килĕшỹллĕн унта хутшăнакансен совет тата Раççей кинофильмĕсенчи юрă-ташша суйласа илсе (5 минутран ытлашши мар) ăна пысăк ăсталăхпа кăтартмалла. Пĕр организаци темиçе номинаципе те сцена çине тухма пултарать. Инструментпа выляс ăсталăха кăтартни, "вокал" (12 çынран кая мар хор, 4 е ытларах çынлă ансамбль, трио, дует, солистсем), "хореографи".

Конкурса хутшăнакансен заявкăсене Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрне мартăн 28-мĕшĕччен тăратмалла.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика