Хуçалăхсем çуракине хатĕр-и?

Категория: Публикации Опубликовано: 21.03.2025, 20:26 Просмотров: 203

Çулсеренех çурхи ака-суха ĕçĕсем пуçланиччен ятарлă комисси Патăрьел муниципалитет округĕнчи территори пайĕсенчи ял хуçалăх предприятийĕсем, фермер хуçалăхĕсем, кооперативсем, пĕрлешỹсем, уйрăм хушма хуçалăхсем çуракине ирттерме мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслет.

Рейд вăхăтĕнче комисси членĕсем ял хуçалăх техникин юсавлăхĕпе, минераллă удобренисене, вăрлăхсене, çунтармалли-сĕрмелли материалсене ытлă-çитлĕ кỹрсе килнипе паллашаççĕ, кадр ыйтăвĕпе те кăсăкланаççĕ.

 Графикпа килĕшỹллĕн тĕрĕслев Патăрьел территори пайĕнче мартăн 25-мĕшĕнче, Тăрăнта, Первомайскинче мартăн 26-мĕшĕнче, Алманчăра, Кзыл Чишмара мартăн 27-мĕшĕнче, Ыхра Çырминче, Çĕнĕ Ахпỹртре мартăн 28-мĕшĕнче, Туçара мартăн 31-мĕшĕнче, Сăкăтра, Тутар Сăкăтĕнче, Шăнкăртамра апрелĕн 1-мĕшĕнче, Нăрваш Шăхалĕнче, Çĕньялта апрелĕн 2-мĕшĕнче, Аслă Чементе, Шăхачра, Турханта апрелĕн 3-мĕшĕнче, Ишлĕре, Пăлапуç Пашьелĕнче, Пикшикре апрелĕн 4-мĕшĕнче иртмелле.

 Вăхăтне тата тĕрĕслев ирттермелли вырăнсене кашни территори пайĕнчех палăртнă.

Ирина ХАДАРОВА, муниципалитет округĕн экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕлĕн пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ,

Сергей САФЬЯНОВ, Патшалăх техника надзорĕн Патăрьел муниципалитет округĕнчи начальникĕ

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика