Вĕрентекенсем професси ăсталăхне ỹстерсех пыраççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 21.03.2025, 20:31 Просмотров: 242

Патăрьелĕнчи ачасемпе ăсталăх шкулĕнче Раççей конкурсĕн "Çулталăк учителĕ-2025" муниципалитет шайĕнчи тупăшăвĕ иртрĕ. Професси тĕрĕслевĕ 1992 çултанпа пырать. Кăçалхине вĕрентỹ организацийĕсенчи чи лайăх 14 педагог конкурса хутшăнчĕ. Вĕсем уçă уроксем пачĕç, мастер-классем ирттерчĕç. Виççĕшĕ вара финала тухрĕ (сăн ỹкерчĕкре).

Мероприятие педагогсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем хутшăнчĕç. Малтанах муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов сăмах илчĕ: "Педагог - кирлĕ те хисеплĕ професси. Эсир хăвăр пултарулăха куллен аталантарса пыратăр. Сирĕн тăрăшуллă, кулленхи ывăнмасăр пурнăçлакан ĕçĕр, шыравăр Раççейĕн ыранхи кунхи никĕсне хывма пулăшать. Професси конкурсĕвара учитель сумне ỹстерет, муниципалитетăн чи ăста, талантлă ĕçченĕсене палăртать",- терĕ.

Конкурсантсем "Вĕрентекен е искусствăлла интеллект", "Вĕрентекен тата искусствăлла интеллект" актуаллă темăна уçăмлатас тĕлĕшпе уçă калаçăва тухрĕç. Модераторĕ администрацин вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕн çумĕ Николай Анисимов пулчĕ. Вăл конкурса хутшăнакансем хăйсен тарăн пĕлĕвĕпе çырлахмасăр тĕплĕн шухăшлама, тĕллевне палăртма, уçă калаçăва кĕме пултарнине палăртма тăрăшрĕ. Кашни финалист кун йĕркинчи ыйтăва ку чухнехи тапхăрта хăй енлĕн курнине палăртрĕ, искусствăлла интеллект пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине çирĕплетрĕ. Калаçу уççăн та çивĕч иртрĕ.

Çĕнтерỹçе сумлăн чысларĕç. Муниципалитет шайĕнчи "Çулталăк учителĕ-2025" конкурс çĕнтерỹçи Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти физика учителĕ Лилия Субханкуллова пулчĕ. Унăн округ чысне республикăра хỹтĕлемелле пулать.

Иртнĕ çулхи муниципалитет шайĕнчи конкурс çĕнтерỹçи, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Сергей Чепрасов вĕрентекен сăмах илчĕ. Конкурса хутшăннисене педагогика ĕçĕн ветеранĕ Рифкат Сафиуллов саламларĕ.

 Çак мероприятинчех "Чи лайăх класнăй-класнăй-2025", "Çулталăк воспитателĕ-2025", "Чи лайăх социаллă педагог-2025", "Чăваш чĕлхипе литературин чи лайăх вĕрентекенĕ" çĕнтерỹçисемпе призерĕсене те чысларĕç.

Муниципалитет шайĕнчи "Чи лайăх класнăй-класнăй-2025" çĕнтерỹçи Ыхра Çырминчи вăтам шкулти математикăпа информатика учителĕ Энже Камалетдинова пулчĕ.

"Çулталăк воспитателĕ-2025" ята Шăнкăртамри "Ромашка" ача садĕнчи Ильсеяр Вахитова тивĕçрĕ.

"Чи лайăх социаллă педагог-2025" ята Митта Ваçлей ячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкулти Надежда Сорокина педагог-психолог çĕнсе илчĕ.

"Чăваш чĕлхипе литературин чи лайăх вĕрентекенĕ" Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Наталья Путякова пулчĕ.

Професси конкурсĕн çĕнтерỹçисене муниципалитет округĕн пуçлăхĕ укçан та хавхалантарчĕ.

Конкурса пĕтĕмлетсе администрацин вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова сăмах илчĕ. Вĕрентекенсем чăннипех те професси ăсталăхне ỹстерсе пынине палăртрĕ. Уçă уроксенче, мастер-классенче, калаçу сехечĕсенче вĕсем ачасене интереслентерме пултарнине конкурс тупăшăвĕ тепĕр хут çирĕплетнине каларĕ.

Çитĕнекен ăру, культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем мероприятие хутшăнакансен кăмăлне савăк юрăсемпе çĕклерĕç.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика