Ентеш-поэтăмăр Пушкинăн Ылтăн медальне тивĕçнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 21.03.2025, 20:35 Просмотров: 308

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Упамсара çуралса ỹснĕ хисеплĕ поэтăмăр Василий Гаврилович Кервен (чăн хушамачĕ Кошкин) Александр Пушкинăн Ылтăн медальне тивĕçнĕ.

Çак медале ăна Раççей Писательсен союзĕ вырăс генийĕн пултарулăхне халăх хушшинче сарассипе тăрăшса ĕçленĕшĕн пама йышăннă.

 Ентеш-поэтăмăр пĕлтĕр Чăваш кĕнеке издательстви А. С. Пушкин çуралнăранпа 225 çул çитнине халалласа "Я помню чудное мгновенье... Асрах асамĕ çав самантăн..." сăвă пуххине икĕ чĕлхепе пичетлесе кăларнă. Чăвашла ăна Василий Кошкин-Кервен сăвăç куçарнă.

В. Г. Кервен - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Трубина Мархви ячĕллĕ преми лауреачĕ, поэт, прозаик, критик, куçаруçă, журналист. Вăл тĕрлĕ çулта "Пионер сасси" хаçатра, "Хатĕр пул", "Çилçунат", "Тăван Атăл" журналсенче, Чăваш писательсен союзĕнче ĕçленĕ. 15 çул ытла Шупашкарти коопераци институчĕн доценчĕ пулнă, студентсен литература пĕрлешĕвне ертсе пынă.

 (Хамăр корр.)

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Яндекс.Метрика