Çĕнтерỹçĕсем - Сăкăтсем

Категория: Публикации Опубликовано: 21.03.2025, 20:41 Просмотров: 238

Муниципалитет округĕнче йĕркеленĕ "Самана ритмĕнче: эпир халăх çарĕ" фестиваль виççĕмĕш хут куракансене Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрне пуçтарчĕ. Çулленех вăл асра юлмалли номерсемпе савăнтарать. Кăçалхи те çавах пулчĕ.

Залра ларса илĕртỹллĕ юрă-кĕвĕ ытамне путатăн. Кашни территори пайĕн артисчĕсем сцена çинче хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Тарăн шухăшлă, чуна пырса тивекен номерсем хатĕрленĕ вĕсем. Вăрçă ахрăмне куç умне кăларса тăратакан театрализациленĕ сценкăсене пăлханмасăр та пăхаймăн.

Кăçалхи репертуар Тăван çĕршывăн Аслă вăрçă вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи юрăсемпе пуян пулчĕ. Вăхăт чăтăмлăхне сăнарлаканскерсем паянхи кун та витĕмлĕхне çухатман. Чĕрене çывăх юрăсем - "Потому что мы пилоты", "Три танкиста", "Усталая подлодка" - кашнинех çỹçентерсе шухăша ячĕç.

Кирек хăш конкурсра та çĕнтерỹçе палăртаççĕ. Тĕп парнене, фестивалĕн Гран-прине, пирĕн Сăкăт территори пайĕ (сăн ỹкерчĕкре) çĕнсе илчĕ.

Нина МАЗЯКОВА

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика