Олег Николаев, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:
– Пӗтӗм ветерана – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин участникӗсене, блокадӑри Ленинградра пурӑннисене, концлагерьсенче асапланнӑ ачасене, тыл ӗҫченӗсене, «вӑрҫӑ ачисене» – пурне те тивӗҫлӗ тимлӗх уйӑрмалла. Эпир вӗсене мирлӗ тӳпешӗн, ҫӗршывра пурӑнма тата ӑна аталантарма майсем пурришӗн, ҫапӑҫу хирӗнче те, ӗҫ фронтӗнче те кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн тав тума пӑрахмастпӑр.
Патăрьел муниципалитет округĕнче Раççейри Тăван çĕршыв, Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕсене тата Тăван çĕршывăн 1941 - 1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине халалласа пурнăçа кĕртме палăртнă пĕлтерĕшлĕ мероприятисем сахал мар. Вĕсенчен пĕри - 1418 куна тăсăлнă вăрçă терт-нушине чăтнă ачасене халалланă палăка майăн пуçламăшĕнче чыслă лару-тăрура уçасси. Вăл Патăрьелĕнчи централизациленĕ клуб системи çумĕнчи кану лапамĕнче пулать. Кунта палăка вырнаçтармалли малтанхи ĕçсене пурнăçланă
. Проект авторĕ - Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ художникĕ, Раççей художникĕсен пĕрлĕхĕн членĕ Мидхат Шакиров.
Палăкăн тĕп тĕллевĕ - пĕр айăпсăр ачасене нуша та инкек кăтартнă вăрçă çулĕсен трагедине çитĕнекен ăрăва пĕлтересси. "Вăрçă ачисем" палăк синкерлĕхе асра тытмалли вырăн кăна мар, пирĕн ачасен пуласлăхĕшĕн çĕршыва упраса хăварма кирли çинчен аса илтерекен пысăк паллă та пулĕ. Проект авторĕ те ăна тарăн сюжетпа ăсталанă: пĕр енче çемье "вучахĕ", чун панă пепкисене тăрантаракан амăшĕ пĕчĕк тĕпренчĕкĕсене хăй çумне икĕ аллипе тытса çупăрлать, тепĕр енче Тăван çĕршыва хỹтĕлеме кайма хатĕр 15-16 çулсенчи кутамкка çакнă арçын ача тарăн шухăшлăн тăрать...
ХАКЛАВ
Василий ПЕТРОВ, муниципалитет округĕнчи вăрçă ачисен обществăлла организацийĕн ертỹçи:
- Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ахрăмĕ çултан-çул аякка юлса пырать пулин те, унăн пĕлтерĕшĕ, вăрçă паттăрĕсен ячĕ нихăçан пирĕн асăмран тухмĕ. Округ центрĕнче вăрçă ачисен ячĕпе çĕкленекен палăк та паянхи кун пысăк пĕлтерĕшлĕ. Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн витĕмĕпе, тăрăшулăхĕпе Çĕнтерĕве 80 çул тултарнă çулталăкра хута каякан монумент малашне пирĕн тăрăхри истори пĕлтерĕшлĕ объектсен шутне кĕрĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн округра пин ытла вăрçă ачи пурăнать. Вĕсемшĕн вара вăл икĕ хут парне вырăнĕнче пулĕ.
Альбина НИКОЛАЕВА
Апрель 2025 |