Муниципалитет округĕнчи ача-пăча библиотекинче "Пĕлỹ" обществин лекторĕ Гульнафис Азмукова Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн 9 класĕнче вĕренекенсемпе Раççейри Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин, Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕсене халалласа "Хĕрарăмсем тылра тата вăрçăра" темăпа калаçу ирттерчĕ. Вăл хĕрарăмсен паттăрлăхĕ çинче чарăнса тăчĕ. Шăпах вĕсен ăс-тăнне, чăтăмлăхне, пултарулăхне кура Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те йывăрлăхсене çĕнтерме май килнине палăртрĕ. Г
ульнафис Сабирзяновна паянхи кун та - Украинăри ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра - хĕрарăмсен хастарлăхне палăртрĕ. 40 пин ытларахăшĕ тỹрремĕнех хутшăнать унта. Вĕсем çыхăну ĕçĕнче, медицинăра, тивĕçтерỹ пайĕнче вăй хураççĕ. Волонтерсен юхăмĕ сарăлсах пырать. Ывăлĕсене, мăшăрĕсене, тăванĕсене кĕтекенсем те тылра ахаль лармаççĕ.
Библиотекарьсем "Хĕрарăмсен вăрçăри шăпи" кĕнеке выставки хатĕрленĕ.
Альбина ИВАНОВА
Апрель 2025 |