Тыл та пулăшу кỹрет

Категория: Публикации Опубликовано: 21.03.2025, 20:46 Просмотров: 212

 Паянхи кун Украинăри ятарлă çар операцийĕнче тăшманпа кĕрешекен паттăрсем тăван ене сывă таврăнччăр тесе мирлĕ халăх питĕ тăрăшать. Кашни ялти клубра е шкулта хỹтĕлев сеткисем çыхаççĕ. Куллен усă курмалли тĕрлĕ япала пухса хĕрỹ вырăна ăсатаççĕ.

Сителсем те ку ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Уйрăмах Нина Васильевна Соколова. Вăл хăй пурăнакан çуртрах хỹтĕлев сетки çыхмалли вырăн йĕркеленĕ. Станокне ăна ывăлĕ вырнаçтарса панă. Нина Васильевна материалĕсене Интернетри лавккаран çырăнса илнĕ. Кỹршĕ яла çỹреме инçерех пулни, клубра ăшă çукки шăпах ĕçе килĕнче пуçарса яма хистенĕ ырă чунлă хĕрарăма. Нина Васильевна сетка çыхнине пĕлсессĕн юлташĕсем те айккинче тăрса юлман, пырса пулăшнă. Маттур хĕрарăм çакăнпа çеç çырлахса ларасшăн мар. Малалла та материалсем туянса паттăрсемшĕн тăрăшасшăн, вырăн таврашĕсене те çĕлесшĕн.

 Тыл çирĕп пулсан вăрçăра çăмăл, тенĕ авалтан ваттисем. Нина аппа та çакна шута илсе салтаксемшĕн тăрăшать, кăшт та пулсан вĕсен пурнăçĕ лайăхлантăр, тет. Чăннипех, çапла ĕçлемешкĕн сывлăхĕ пултăр унăн. Малашнехи пуçарăвĕсем те ăнса, кал-кал пыччăр.

Ирина ЛЯКОВА

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика