"Хамăрăннисен вăхăчĕ" ("Время СВОих") - федераци шайĕнчи "Паттăрсен вăхăчĕ" ("Время героев") программăн регионти аналогĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев йышăнăвĕпе нарăсăн 19-мĕшĕнче пуçарнă.
Программăн тĕп тĕллевĕ - ятарлă çар операцине хутшăннă йышри çынсенчен патшалăх тата муниципалитет шайĕнчи влаç органĕсенче, патриотла воспитани тата çамрăксемпе ĕçлессин тытăмĕнче, корпоративлă сферăра ĕçлеме компетентлă ертỹçĕсене хатĕрлесси.
Çак тĕллевпе программăна хутшăнас текенсен заявкисене мартăн 25-мĕшĕччен йышăнаççĕ. СВО ветеранĕсем çулталăк вĕреннĕ хыççăн професси хатĕрленĕвне çирĕплетекен диплома алла илĕç.
Палăртма кăмăллă: "Хамăрăннисен вăхăчĕ" программăна хутшăнма чăн малтан заявка панисенчен пĕри пирĕн ентеш (Тутар Тимеш) Руслан Валиуллин. Вăл мобилизаципе ятарлă çар операцине хутшăннă. Çар чаçĕн командирĕн çумĕ пулнă, унтан штаб пуçлăхĕн должноçне йышăннă. 2023 çулта Руслан Валиуллин йывăр аманнă, комăра пулнă, çичĕ операци тỹссе ирттернĕ. Хальхи вăхăтра паттăр салтак Чăваш Республикинчи Общество палатин членĕ, вĕрентỹ учрежденийĕсенчи çамрăксемпе тĕл пулусем ирттерет, муниципалитет округĕнчи паттăрлăхпа çыхăннă мероприятисене те хастар хутшăнать.
Мартăн 18-мĕшĕнче СВО участникĕсемпе ветеранĕсен "Хамăрăннисен вăхăчĕ" регионти программине пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе Общество Канашĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Руслан Валиуллин та хутшăннă.
(Хамăр корр.)
Апрель 2025 |