Ашшĕн хастарлăхĕ ачисене куçнă

Категория: Публикации Опубликовано: 30.05.2025, 22:05 Просмотров: 141

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кунран-кун, çулран-çул хыçа юлса пырать. Юнпа, çухатупа тунă çĕнтерỹ истори страницисене çырăнса юлнă. Мирлĕ тỹпешĕн пуç хунисене асран кăлармастпăрах эпир. Çар тумне хывсанах арканнă çĕршыва çĕкленме пулăшнисене те пĕлетпĕр. Вĕсенчен пĕри - Пăлапуç Пашьелĕнчи Иван Степанов. Çĕршыв хỹтĕлевçи алла хĕç-пăшал тытнă вăхăтра шăпах кĕрнеклĕ ар пулнă. Вăрçă çулĕсене пуçласа вĕçне çитичченех утса тухнă.

 Иван ялти шкулта 5 класс вĕреннĕ. Çул çитсен алла водитель удостоверенине илнĕ. Çар ретĕнче тăнă. Çемье çавăрнă. Мария Корниловнăпа малтанласа 2 ача çуратнă. Виççĕмĕш ывăлĕ вара ашшĕ вăрçа кайнă чухне çире юлнă.

- Асаннепе анне мĕнле йывăр пулсан та ĕне тытма тăрăшнă. Вăрмантан вутă турттарса пỹрт-çурта ăшăтнă. Ачисене тутă усранă,- аса илеççĕ ăрăва малалла тăсакансем.

Старшина званиллĕ пулнă Иван Степанович. "Хастарлăхшăн", "Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн", "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн" медальсене тивĕçнĕ. Тĕп главнокомандующи хушăвĕпе темиçе хутчен те Хисеп хучĕсем илнĕ вăл. Тăван ене çĕнтерỹпе таврăннă.

 Тỹрех ĕçе кỹлĕннĕ Иван Степанов. Райкомра, кинофикаци пайĕнче, Первомайски райповĕнче водительте ĕçленĕ. Унтан 10 çул ытла "Комсомолец" колхозра уй-хир бригадин бригадирĕ пулнă. Тухăçлă кукуруза çитĕнтернĕшĕн Мускаври ял хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравне çитнĕ. Унтан медальпе таврăннă.

 Çемьере йыш та хушăнса пынă. 4 хĕр çуралнă: Лена, Лида, Роза тата Маша. Пенсие каяс умĕн Кирери вăрман пунктĕнче ĕçленĕ Иван Степанов. Ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ.

Ашшĕ граждан вăрçинче вилнĕ Иван Степановичăн. Çурма тăлăх ỹснĕ пулсан та вăл ура çине çирĕппĕн тăма пултарнă. Ачисене мăшăрĕпе тивĕçлĕ пăхса çитĕнтернĕ. Пурне те вĕрентсе кăларнă, çемьелентернĕ, çуртлă-йĕрлĕ пулма пулăшнă. Кирек хăшĕ те пуçăннă ĕçĕсенче тỹрĕ кăмăлпа вăй хунă. Кашнийĕшĕн Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем çителĕклех. Тĕпре вара халĕ Роза хĕрĕ пурăнать.

 Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика