Нумай пулмасть Чăваш Республикинчи ЮТВăн телетĕпелĕнче Лидия Филиппова журналистпа чун-чĕререн калаçнă ентешĕмĕре, "Lava" спорт пĕрлĕхĕн ертỹçине, Нăрваш Шăхалĕнче çуралса ỹснĕ Алексей Лавреньева хăйсен пурнăçне спортпа çыхăнтарнисемпе сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем Патăрьел муниципалитет округĕпе республикăра çеç мар, Атăлçи федераци округĕнче те, Раççейре те аван пĕлеççĕ.
Патăрьелсем округ тулашĕнче те хăйсен хастарлăхĕпе палăраççĕ. Футбол, волейбол командисен официаллă представителĕ тăватă çул каялла çак пĕрлĕхе йĕркелесе яма хастарлăх, мехел çитернĕ. Пĕрлĕх ертỹçин "Lava" ("извержение вулкана") текен ячĕ те ытахальтен çуралман. Вăл Лаврентьев Алексей Валерьевич тенине пĕлтерет. Çав вăхăтрах тепĕр ăнлава та уçса парать. Автор çак сăмаха хăйĕн умĕнчи мĕн пур йывăрлăха çĕнтерсе пымалли тĕллев тесе çирĕплетет.
Паян пĕрлĕх вăйĕ те, хисепĕ те пысăк. Футбол, волейбол вăййисемпе вĕсем Чулхулара, Хусанта тата ытти пысăк хуласенче те палăрнă, пĕрремĕш вырăн йышăннă. Нумай пулмасть волейболистсем Раççей чемпионатĕнче те çĕнтернĕ. Кăçал командăна тата çĕнĕ варкăш кĕртнĕ, спортсменсен йышне тата вăйлăлатнă. Унта Мускав облаçĕнчен, Чăваш Республикинчен те çамрăк та ăста, профессионал спортсменсем хутшăннă. Малашне тĕрлĕ шайри ăмăртусене тата пысăк шанăçпа хутшăнассине пĕлтерчĕ Алексей Валерьевич.
Сăмах май каласан, ентешĕмĕрĕн пурнăç тĕллевĕ те пĕр вырăнта тапăртатса тăма хистемест. Вырăсла вăл çапларах янăрать: "Ни шагу назад, ни шагу на месте! Только вперед, только все вместе!". Çавăнпа та спорт пĕрлĕхĕн лидерĕ паян тунă çитĕнỹпе лăпланса лармасть, яланах малалла ăнтăлать.
Алексей Лаврентьев пурнăçăн пĕр пайне мĕн çамрăкранпах спортпа, сывă пурнăç йĕркипе çыхăнтарнă. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн каччă çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах шăпа урăхла çаврăнса тухнă. Студент чухне стройка ĕçне чун çывăхне йышăннă каччă паян хăй строительство фирмине ертсе пырать. Хальхи вăхăтра та малалла тепĕр аслă пĕлỹ илет, юриста вĕренет.
- Пысăк спорт - пысăк тăкак, паллах. Анчах та пире туссем, ырă кăмăллă спонсорсем, спорта кăмăллакан ытти çынсем пулăшса, хавхалантарса пыни çĕнĕрен те çĕнĕ çирĕнỹ тума май парать. Çакă мана, спорт пĕрлĕхĕн ертỹçине тата ытларах хавхалантарать. Хама йывăртарах чухне яланах аттепе анне - Валерий Алексеевичпа Галина Анатольевна - сăмахĕсене аса илетĕп: "Ывăлăм, йывăр пулсан та ялан малалла ăнтăл",-тесе вĕрентеççĕ вĕсем мана. Хамăн пĕрремĕш тренер Николай Трифонов спортра çирĕп чунлă, мал ĕмĕтлĕ пулмалла тенисем те асрах. Эпир хамăн тăван Нăрваш Шăхаль ялĕн, Патăрьел муниципалитет округĕн, Чăваш Республикин хисепне яланах кар тăрса хỹтĕлетпĕр, - тет Алексей Лаврентьев.
Альбина ЕГОРОВА
Июнь 2025 |