Муниципалитет округĕнче наркотика хирĕç кĕрешмелли уйăхлăх пырать. Çавна май централизациленĕ библиотекăри "Ровесник" клубра Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 7 класра вĕренекенсемпе (ертỹçи Светлана Попова) "Эпир пурнăçа суйлатпăр. Эсĕ?" темăпа сывлăх сехечĕ ирттернĕ.
Клуб ертỹçи, библиотека ĕçченĕ Наталия Ракова çитĕнекен ăрупа калаçу йĕркелесе пирус туртнин, наркотик япалисемпе усă курнин сиенĕ пирки сăмах пуçарнă. Ачасем "Хăрушă чăнлăх" видеофильм пăхнă. Вăл пурне те шухăша янă.
Муниципалитет округĕнчи тĕп больницăри Екатерина Михайлова медицина ĕçченĕ "Шкул ачисене сывă пурнăç йĕркине тытса пымалли, ăса хывмалли çичĕ хăнăху" электронлă презентаци кăтартнă. Екатерина Андреевна лайăх вĕренес, маттур та хастар пулас тесен вĕсене йăлана кĕртмелли çинчен каланă.
"Алăсене мĕнле кантармалла?" видеоролик хыççăн хусканусем тунă. Ачасене çакă килĕшнĕ. Вĕсем унăн йĕркине астуса юлма тăрăшнă.
Пурнăçра интерес тупас тесен илĕртỹллĕ вăйăсем сахал мар. Спортпа, музыкăпа, ташăпа туслашма пулать. Кĕнеке вулама ỹркенмелле мар, вăл - пĕлỹ çăлкуçĕ. Мĕн тĕрлĕ кăна кружок ĕçлемест. Кирек хăшне те çырăнма пултаратăн. Сывлăха пĕр сиен кỹмесĕрех пурнăçа интереслĕ йĕркелеме пулать.
Мĕн курнине, калаçăва пĕтĕмлетсе пурте пĕр саслăн "Эпир сывă пурнăç йĕркишĕн. Эпир - наркотика хирĕç. Эсир те пирĕнпе пулас?" текен пĕтĕмлетỹ тунă.
Альбина ИВАНОВА
Июнь 2025 |