Лаша спорчĕн тĕнче шайĕнчи Хусанти комплексĕнче ăмăрту иртрĕ. Унта мĕн пурĕ 140 урхамах хутшăнчĕ. Тупăшăва Пушкăртстан, Тутарстан, Удмурт, Мари Эл, Чăваш Республикисенчен, Мускав, Пенза, Оренбург, Киров, Саратов облаçĕсенчен, Ставрополь крайĕнчен килнĕ урхамахсем хутшăнчĕç. Чăваш Енрен Шăмăршă, Канаш, Патăрьел муниципалитет округĕсен хастарĕсем çак шайри ăмăртăва явăçма пултарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. В
уннăмĕш чупура Тикеш ялĕнчи Алексей Краснов мастер-наездник Уникс урхамахĕпе 2400 метрлă дистанцире виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ. Унăн вăхăчĕ - 3 минут та 7 çеккунт.
Николай КРАСНОВ, ăмăрту судьи
Декабрь 2025 |
