Тăрăшуллă ĕçлетĕн - хисепе тивĕçетĕн

Категория: Публикации Опубликовано: 04.07.2025, 19:13 Просмотров: 207

 2024 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе "Професси тĕлĕшпе чи лайăххисене" чыслакансен йышĕнче Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕн ертỹçи Алина Антонова та пулчĕ. Çав ятпа ăна саламланă май муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Алина Владимировна (сăн ỹкерчĕкре сулахайри) пысăк квалификациллĕ ăста ертỹçĕ, ертсе пырас ĕçĕн технологине пĕлекенскер пулнине палăртрĕ.

Ăсталăх шкулне 2018 çулта ертсе пыма тытăннă вăл. Ун чухне çурчĕ те кивĕччĕ. Пĕр вăхăт арендăра та "пурăнчĕç". Халĕ ку чухнехи хăтлă, пур енлĕ условине тивĕçтерекен çуртра ĕçлеççĕ. Мĕнле тăрăшуллă вăй хумăн?

Ăсталăх шкулĕнче 530 ача вĕренет. Вĕсем 12 тĕрлĕ (ỹнер, хореографи, баян, хут купăс, гитара, аккардеон, музыка фольклорĕ, фортепиано, дизайн... уйрăмĕсенче) пурнăç çулĕ çине тухмалли хушма професси пĕлĕвĕ илеççĕ. Пĕтĕмĕшле аталану программипе ăс пухакансем те пур.

2024 çултан 5-6 çулсенчи ачасене те вĕрентме пуçăнчĕç.

Тăрăшуллă ĕçĕн хаклавĕ пурах. Шкулта пĕлỹ пухакан ачасемсĕр муниципалитет округĕнче концертсем, фестивальсем, мастер-классем иртмеççех. Вĕсем зонăри, регионти, Раççейри, тĕнче шайĕнчи фестивальсемпе выставкăсенче палăраççĕ. Çĕнтерỹçĕсен йышĕ хушăнсах пырать.

Шкул муниципалитет округĕнчи 7 конкурс йĕркелỹçи шутланать. 2022 çултанпа вăл "Пушкин картти" проекта хастар хутшăнать. Унпа килĕшỹллĕн тематика концерчĕсем пулаççĕ, мастер-классем, выставкăсем йĕркелеççĕ.

Алина Владимировна ачасен урапа çинчи лагерьне йĕркеленĕ автор. Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнĕ тĕле "Çĕр пин юрă тата эреш çĕршывĕнче" куçса çỹрекен арт-студи проекчĕ те хатĕрленĕ.

Вăл ертсе пынипе шкулта "Урапа çинчи ырă юмах", "Ăстаçă çуначĕ айĕнче: пленари практики", "Вăрçă ачисем - Çĕнтерỹ ачисем" социаллă проектсем пурнăçа кĕреççĕ. Юлашкипе патриотла енлĕ проекта çул панăшăн кăçал шкул Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Грантне тивĕçрĕ. Унăн укçипе вăрçă ачисен сăнарĕсен коллекцине тăвасшăн. Ĕçе шкул преподавателĕ Мидхат Шакиров пурнăçламалла. Ачасен аса илĕвĕсемпе биографийĕсем пичетленмелле.

2023 çулта шкул "Пуçаруллă перекетлĕх" проектпа "Айхи ачисем: чăваш наци культурине - ачасене" фольклор театрĕпе Гранта тивĕçнĕччĕ. Унăн укçипе сцена çине тухмалли тумсем çĕлеттернĕчччĕ тата пушмаксем туяннăччĕ.

2022, 2023 çулсенче Пĕтĕм Раççейри "Ачасен чи лайăх ăсталăх шкулĕ" конкурса хутшăнса федерацин Атăлçи округĕнче пĕрремĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕччĕ.

2022 çулта Раççейри халăхсен культура эткерлĕхĕ тата Чăваш Енри паллă çынсен çулталăкне халалланă республикăри ачасен ăсталăх шкулĕсен мероприятийĕсен конкурсĕнче иккĕмĕш степеньлĕ лауреатсем пулнăччĕ.

Алина Владимировна тĕрлĕ методика материалĕ хатĕрлеме те ỹркенмест. Вĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçлет. Методика мастерскойĕсенче темиçе хутчен те лауреат тата çĕнтерỹçĕ пулнă вăл. Уçă занятисем сахал мар ирттернĕ. Регионсем хушшинчи "Хавхалану" фестиваль-конкурсĕнче "Режиссерăн чи лайăх ĕçĕ", "Театр ăсталăхĕ" номинацисенче палăрнă.

Хăйĕн ĕçĕсене пичетре те кун çути кăтартать. Тĕрлĕ çул Шупашкарта пичетленнĕ статьясен пуххисенче "Авалхи тата вĕçĕмсĕр çамрăк çĕршыва пĕлетĕр-и?", "Юмах патĕнче хăнара", "Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче", "Вăрçă ачисем" тата ытти сценарисене пичетленĕ.

Ĕçри пултарулăхне, тăрăшулăхне халиччен те палăртман мар Алина Антоновăнне. Муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн, район администрацийĕн, республикăри вĕрентỹ тата çамрăксен политика министерствин грамотисенчен пуçласа Раççей Федерацийĕн çут ĕç министерствин таранчченех тата ыттисем те пур унăн. "Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ сферин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Чун хавалĕпе, илнĕ сумлă ятсене ĕçпе туллин тивĕçтерес енĕпе ĕçлет Алина Владимировна.

- Ачасен пултарулăхне çамрăкранах палăртса вĕсен ăсталăхне малалла аталантарса пыма тăрăшатпăр. Ашшĕ-амăшĕ те хĕпĕртет çакăншăн. Преподавательсем ăста пирĕн. Малашне те тăрăшса ĕçлесчĕ. Сумлă ята çĕре ỹкерес марччĕ, - тет "Професси тĕлĕшпе чи лайăххи" ята тивĕçнĕ Алина Антонова.

 Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕ 2024 çулта "Ачасен ăсталăх шкулĕсен чи лайăх проекчĕ" республика конкурсĕнче, 2025 çулта чăваш чĕлхипе культура эрнине халалланă тупăшăвĕнче пĕрремĕш вырăнсене йышăннă.

 Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика