Килĕшỹре пурăнаççĕ мăшăрсем

Категория: Публикации Опубликовано: 04.07.2025, 19:13 Просмотров: 354

Çырăнтару керменĕнче "Манăн пристань - манăн çемье" ятпа килĕштерсе пурăнакан мăшăрсене юбилейĕсемпе чысларĕç. Çак ятпа вĕсене муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, администрацин тирпей-илем тата территори аталану управленийĕн начальникĕ Фениль Алиуллов, Пăлапуç Пашьел, Шăнкăртам территори пайĕсен ертỹçисем Владимир Никитин, Ильнар Абейдуллин тата çывăх çыннисемпе тăванĕсем саламларĕç.

Чыслава тивĕçнисем Шăнкăртамри Ринат Шамсутдиновичпа Наиля Кирамовна Сыраевсем. Вĕсем 50 çул пĕрле пурăнаççĕ. Паллă пулăмĕсем нумай пулнă пурнăçра, савăнăçне те, йывăрлăхне те пĕрле пайланă.

Ринатпа Наиля юлташ хĕрĕн туйĕнче паллашса пĕрлешнĕ. Виçĕ ывăлпа хĕр çуратса ỹстернĕ. Ачисем пурте ĕçчен, ялах тĕпленнĕ.

Пăлапуç Пашьелĕнчи Зот Николаевичпа Нина Ильинична Степановсем 45 çул çемьеллĕ пурнăçра. Пĕр-пĕрне шанни, юратни, хисеплени- вĕсен ырă енсем.

Степановсем - юрра-ташша ăста. Тивĕçлĕ канура пулсан та "Пашьел" халăх фольклор ансамбльне çỹреççĕ. Зот Николаевич коллектива нумай çул ертсе пырать. Сцена ăстисем ял халăхне, муниципалитет округĕнче пурăнакансене, ун тулашĕнчисене те хăйсен пултарулăхĕпе сахал мар савăнтараççĕ.

 3 пăхаттир ывăл çитĕнтернĕ мăшăр. 10 мăнук Степановсен. Юбилярсен ячĕпе "Ялкын" тата "Пашьел" халăх фольклор ансамблĕсем савăк юрăсем шăрантарчĕç.

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика