"Çичĕ çул каялла çулла ялта пĕр хуçалăхра пушар тухнăччĕ. Çакна асăрхасан юлташсемпе халăха пĕлтерме васкарăмăр. Шел те, çав вăхăтра пỹртре пулнă арçынна çăлса хăварма май килмерĕ. Куншăн хама питĕ айăпларăм", - пуçларĕ калаçăва Ишлĕ территори пайне кĕрекен Пăлапуç Нурăс каччи Данил Бильтяев (сăн ỹкерчĕкре). Кун хыççăн каччă çăлавçă пулма çирĕп йышăну тунă.
Шывра чĕре хыттăн тапать
Ишлĕ шкулĕнче 9 класс пĕтерсен вăл Шупашкарти экономикăпа технологи колледжне вĕренме кĕнĕ.
- Манран икĕ çул аслăрах кỹршĕ, ялта пурăнакан юлташ шăпах хулара пушар хăрушсăрлăхĕн енĕпе пĕлỹ илетчĕ. Унран вĕренме кĕме мĕнле экзаменсем памаллине ыйтса илтĕм,-малалла калаçрĕ 23 çулти çăлавçă.
Данил халĕ çăлав ĕçĕнче 4 çул вăй хурать. Водолаз пулса вара - 3 çул.
- 3-мĕш курсра вĕреннĕ чухне хамăрăн колледж командипе "Ворлдскиллс" чемпионатне хутшăнтăмăр. Республика шайĕнче çĕнтерсе федерацин Атăлçи тăрăхĕнче Чăваш Ен чысне хỹтĕлерĕмĕр. Раççей шайне те тухрăмăр. Çĕнтерỹçĕсем пулаймарăмăр пулин те номинацие тивĕçрĕмĕр. Çавăн чухне Евгений Лукшин тренер пире камăн çăлавçăра ĕçлеме кăмăл пур, вĕсем валли ĕç пуррине пĕлтернĕччĕ. Вĕреннĕ хыççăн тепĕр çулхинех ĕçе вырнаçрăм. Конкурс витĕр тухрăм. Чи йывăрри - психолог хатĕрленĕ тест пулчĕ. Çапла çулталăк вĕреннĕ вăхăтрах ĕçе çỹрерĕм. Экзамен тытса диплом ĕçне хỹтĕлерĕм.
Унтан салтак атти тăхăнма вăхăт çитрĕ. Çар службине Самар облаçĕнче уйрăм автомобиль батальонĕнче ирттертĕм. Служба интереслĕ шурĕ. Салтака кайиччен эпĕ самолетпа вĕçсе, пуйăспа çỹресе курманччĕ. Çав çул ятарлă çар операцийĕ пуçланчĕ. Пире Брянск, Курск, Воронеж еннелле машинăпа çар хатĕрĕсем турттарма яратчĕç, - аса илчĕ Данил.
Салтакран таврăнсан тăван килте икĕ уйăх каннă хыççăн Данил Мускава стройкăна ĕçлеме тухса кайнă. Çав çулах пĕрле вăй хунă смена пуçлăхĕ водолазсене вĕрентме пуçласси пирки пĕлтернĕ. Вара вăл пĕтĕм ĕçне пăрахса Мускавран килнĕ, Воронежа вĕренме кайнă. Экзаменсем хыççăн çамрăк Чăваш Ене таврăнса водолазра ĕçлеме тытăннă.
- Пĕрремĕш хут çынна шыв тĕпĕнчен кăларни паянхи кун та асра. Шупашкар районĕнчи Вăрманкасра пулса иртнĕччĕ çак пăтăрмах. Ỹсĕр çын шыва кĕрсе кайнă та тухайман. Ун пек чухне эпир малтан катерпа ишсе шыв тĕпĕнче мĕн выртнине тĕпчетпĕр, вăл хăш вырăнта путнине палăртатпăр та буй пăрахатпăр. Шыв хĕрринче икĕ çын юлать. Вĕсем ăçталла каймаллине пĕлтерсе тăраççĕ. Эпĕ водолаз тумне тăхăнтăм та шыва кĕрсе кайрăм. Чĕре хыттăн тапма тытăнчĕ. "Хăв çак профессие суйласа илнĕ. Хăнăхмалла", - терĕмана пуçлăх. Шыв айĕнче алăпа хыпашлатăп. Çыран хĕрринчен мана ăçталла упаленмеллине каласа тăраççĕ... Тăрук темĕнле япалана пырса тăрăнтăм. Вăл трактор урапи пулчĕ. Юлашкинчен темĕскере алăпа сĕртĕнтĕм. Çаврăнса пăхрăм та - çын ури. Путакана шыраса тупнипе савăнса кайнипе ăна çыран хĕррине туртса кăлартăм,- каласа парать хăйĕн ĕçĕ пирки çăлавçă.
Шыв тĕпĕнче кирпĕч ванчăкĕсем, кĕленчесем...
Данил ку таранччен шыва путнă 5 çынна кăларнă. Çамрăк çăлавçă çирĕплетнĕ тăрăх, ытларах çынсем ỹсĕр пуçпа шыв авăрне лекеççĕ. Ачасем те шыв хĕрринче тимлĕхе çухатнăран путса вилеççĕ. Шупашкар районĕнче те çакнашкал пĕр тĕслĕх пулнă. Ачасем çыран хĕррипе выляса пынă. Пĕр хĕрача шыва кĕрсе кайнăскер курăкран такăннă та путнă.
- Çулла пуçланас умĕн эпир шыва кĕмелли вырăнсене хатĕрлетпĕр, кỹлĕ-пĕвене çỹп-çапран тасататпăр. Кăçал пирĕн пата муниципалитет округĕсенчен 143 заявка кĕнĕ. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕчченех кỹлĕсемпе пĕвесене тасатмалла, çыран хĕрринчен 2 метр пĕтĕмпех тĕрĕслесе тухатпăр. Пĕр кунра 4-5 çĕре те çитетпĕр. Шыв тĕпĕнче вара темĕн те тупма пулать: кирпĕч ванчăкĕсем, кĕленчесем, хăма татăкĕсем...Шыв айĕнче, çамка çинче хунарсем пулсан та нимĕн те курăнмасть. Унта питĕ шăп, чĕре епле тапнине те илтме пулать.
Хальхи оборудованисем шыв айĕнче мĕн пуррине йăлтах курма май параççĕ. Этем кĕлеткине те палăртать вăл. Çăлавçăсем шывра вăтамран пĕр сехет пулаççĕ. Паллах, çак профессипе пурте ĕçлеймеççĕ. Водолазăн сывлăхĕ çеç мар, нерв тытăмĕпе психики те çирĕп пулни кирлĕ.
Çăлавçăсем шыва путнă çынсене тупас енĕпе çеç ĕçлемеççĕ. Хăшĕ-пĕри çăл тасатма кĕрсе кайсан тухаймасть. Ун пек чухне те вĕсене чĕнеççĕ. Çул-йĕр инкекне лекнĕ çын машинăра хĕсĕнсе ларсан та вĕсем кăлараççĕ. Кушаксемпе йытăсене те çăлаççĕ, алăксем питĕрĕнсе ларсан та çынсене пулăшаççĕ тата ытти те. Пархатарлă професси ытларах çынсен пурнăçне çăлассипе çыхăннă.
Редакцирен:
Нумаях пулмасть çеç Патăрьел муниципалитет округĕнче Чăваш Республикинчи гражданла хỹтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру министерствин тата Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи - Чăваш Енри Тĕп управленийĕн тата "Чăваш Республикинчи Муниципалитет пĕрлĕхĕсен канашĕ" ассоциацин вырăна тухса йĕркеленĕ пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ. Унта ытти службăпа пĕрлех Чăваш Республикинчи çăлавпа шырав службин начальникĕ Николай Глухов та отчет туса пачĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл иртнĕ çулхи кăтартупа Данил Бильтяев республикăри чи лайăх çăлавçă пулнине палăртрĕ. Çавна май эпир "Çамрăксен хаçатĕнче" Юлия Иванова пирĕн ентеш çинчен çырнă материалне кĕскетсе кун çути кăтартма шут тытрăмăр.
Юлия ИВАНОВА ("Çамрăксен хаçачĕ", №18)
Август 2025 |
