Республикăра çулленех ирттерекен "Медицина - манăн туртăм" проектпа "Тавтапуç, тухтăр!" акцие хутшăнса пирĕн муниципалитет округĕнчен шурă халатлă 4 ĕçчен лауреат ятне тивĕçнĕччĕ. Пиллĕкмĕшĕ те пур. Вăл Тăрăн ялĕнче çуралса ỹснĕ Николай Самакин. Çамрăк Шупашкар хулинчи Калинин муниципалитет округĕнче медицинăн васкавлă пулăшу уйрăмĕнче тухтăр пулса ĕçлет.
Николай Сергеевич сывлăх сыхлавне ăнсăртран суйласа илмен. Ачаранах тухтăр пулас ĕмĕт пулнă унăн. Алла аттестат илнĕ хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче сиплев ĕçне вĕреннĕ. Ординатура та тухнă. Малтан медицинăн васкавлă пулăшу уйрăмĕнче диспетчерта ĕçленĕ. Кунтах унăн пĕрле вĕренекен юлташĕсем те тухса çỹрекен бригадăсенче вăй хунă. Халĕ хăй те пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ анестезиологипе реаниматологи бригадипе пациентсем патне васкать. Çамрăк халăх шанăçне тивĕçни савăнтарать те. Ашшĕ-амăшĕн ĕмĕтне тỹрре кăларать вăл. Пациентсем килĕштереççĕ ăна. Ахальтен мар ĕнтĕ конкурса хутшăннă 1833 шурă халатлисен йышĕнчен суйланса "Халăх шанăçĕ" общество наградине тивĕçнĕ.
Чĕре евĕрлĕ статуеткăпа чыслани - халăх хисепĕпе юратăвĕн палли. Çыннăн паха енĕпе професси ăсталăхне çирĕплетекенни. Хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçласа пынине те палăртать çак хисеп.
Медицина сферинче ĕçлекен Надежда Алексеевна амăшĕшĕн те калама çук савăнăç çакă.
Альбина КАПИТОНОВА
Декабрь 2025 |
