Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти "Светофорик" лагере çỹрекенсем патне Туçари вăтам шкулта пĕлỹ пухакан, каникул вăхăтĕнче сывлăхĕсене çирĕплетекен, канакан ачасем килчĕç. Вĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă "Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем" проектпа килĕшỹллĕн "Хаваслă старта" кăмăлтан хутшăнчĕç. Проект пирки ялти библиотека заведующийĕ Ирина Козлова тĕплĕн каласа пачĕ.
Спортри хастарлăх кашнийĕнчех палăрчĕ. Вăййа хутшăнакансем ушкăнпа çĕнтерỹ патне ăнтăлчĕç. Куракансем вĕсене хавхалантарса тăчĕç.
Спорт флешмобне пурте хутшăнчĕç.
Мероприяти пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Ачасем пĕр-пĕринпе çывăхрах паллашрĕç. Хаваслă кану нумайлăха асра юлĕ.
Альбина ИВАНОВА
Март 2026 |
