Çарăк. Шăнса пăсăлсан кăкăр ыратнине çарăкăн тин кăларнă сĕткенĕ ирттерет.
Тип пыр астми аптăратсан е çывăраймасăр асаплансан 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ çарăка 1 стакан вĕри шыва ямалла, 15 минут вĕретмелле, сăрăхтармалла. Шыва кунне тăватă хутчен çуршар стакан е çывăрас умĕн пĕр стакан ĕçмелле.
Купăста. Организмри холестерин шайне чакарма пулăшать. Куç курассине те лайăхлатать. Купăста шывĕ пуç ыратнине ирттерет. Пыр шыçсан ăна кунжут çăвĕ хушнă купăста сĕткенĕпе чỹхемелле.
Хĕрлĕ кăшман. Юнра гемоглобин сахал чухне кăшманăн тин кăларнă сĕткенне ĕçни усăллă. Çулçине вара амантнă, пĕçертнĕ вырăнсене хумалла. Ỹт тĕрлĕ амакпа витĕнсен те хĕрлĕ кăшман çулçи пулăшĕ. Вар-хырăм пăсăлсан, пĕвер ыратсан куллен 100-150 грамм хĕрлĕ кăшман çиме сĕнеççĕ. Юн пусăмĕ ỹсни нушалантарсан хĕрлĕ кăшман сĕткенне пылпа хутăштармалла (1:1). Ăна тăватă кун апат умĕн 3-4 хутчен çуршар стакан ĕçмеле.
Çĕр улми. Шыçнине, юнăхнине ирттерме, сурана сиплеме пулăшать. Сĕткенĕ пыр хĕртнине лăплантарать, хырăмри йỹçĕк виçине чакарать. Ỹт пиçсен çĕр улми касăкне суранланнă вырăна хумалла.
Асăрхаттарни: халăх медицинин меслечĕсемпе сипленме пуçличчен тухтăрпа канашлама ан манăр.
Апрель 2026 |
