Июлĕн 2-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи кану паркĕнче Çамрăксен кунне чыслăн тата анлăн уявларĕç. Тĕрлĕ мероприяти, илемлĕ уяв программи кану паркĕнче çамрăксене çеç мар, ватти-вĕттине те пуçтарчĕ. Кунтах мастер-класс, спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç, пултаруллă та хастар çамрăксене чысларĕç. Тĕп сцена çинчен Патăрьелĕнчи централизациленĕ клуб системин тата Шупашкар артисчĕсем куракана юрăсемпе савăнтарчĕç.
"Малашлăх тата пуласлăх - çамрăксенче. Сире малашнехи пурнăçра та пысăк хастарлăх сунатăп",- терĕ Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов çамрăксене уяв ячĕпе саламланă май.
(Хамăр корр)
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
