Çĕршыв историйĕшĕн хурлăхлă кунсенчен пĕри - июнĕн 22-мĕшĕ. Шăп та лăп çак кун 84 çул каялла, 27 миллион çыннăн пурнăçне илсе кайнă, çĕршер хулапа яла çĕмĕрсе пысăк инкек кăтартнă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Вăл 1418 кунпа çĕре тăсăлнă. Пирĕн асаттесемпе мăн асаттесем мĕн пур йывăрлăха парăнтарса Çĕнтерĕве çывхартнă. Çак кун эпир шăпах Тăван çĕршыв малашлăхĕшĕн хăйсен тивĕçне пурнăçласа вăрçă хирĕнче вилнĕ, ирĕклĕхпе никама пăхăнманлăхшăн çапăçнă паттăрсене аса илетпĕр, вĕсене хисеп туса пуçăмăра таятпăр.
Патăрьелĕнче Асăнупа хурлăх кунĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умĕнчи ĕмĕрлĕх хĕлхемĕ умне чечек хунă çĕре Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - тирпей-илем тата территорисене аталантаракан управлени начальникĕ Фениль Алиуллов, Улатăр Епархийĕн миссионерсен уйрăмĕн председателĕ Сергий Горохов диакон, Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн благочиннăйĕ, Турă Амăшĕн "Державная" иконĕ ячĕллĕ Патăрьелĕнчи чиркỹ настоятелĕ Александр Синяков иерей, Чăваш Енри мăсăльмансен тĕн управленийĕн представителĕ Минхарис хазрат Мясогутов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин, Раççей Федерацийĕнчи Хĕç-пăшаллă вăйсен ветеранĕсен Патăрьел муниципалитет округĕнчи председателĕ Сергей Шадиряков, ял-йыш хутшăннă.
Мероприятие пухăннисем вăрçăран таврăнайман салтаксене асра тытса пĕр минут шăп тăнă, чечек çыххисем хунă.
(Хамăр корр.).
Март 2026 |
