Каншелĕнче Мухтав аллейи уçрĕç. Ăна çар ĕçĕсене хутшăнакансене халалланă. Каншелпе Пăлаçи Атăк ялĕсенчен алла хĕç-пăшал тытнисене асра тытса, хисеп туса тата сума суса сăваплă ĕçе йĕркеленĕ. Çак ялсенче çитĕннĕскерсем Афганистанра та, Чечняра та, ытти хĕрỹ точкăсенче те паттăрлăх кăтартнă, Украинăри ятарлă çар операцине те хастар хутшăнаççĕ.
Мероприятие йăлана кĕнĕ "Питрав вăййи" фольклор уявĕ малалла тăсрĕ. Ялта пурăнакансемпе хăнасем вăйă картине тăчĕç.
Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем спорт енĕпе тупăшăва тухрĕç. Юрра-кĕвве килĕштерекенсем концерт курса савăнчĕç.
Уява Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, Патăрьел ентешлĕхĕн ертỹçин çумĕ Николай Петров, Патăрьелĕнчи тĕп ача сачĕн заведующийĕ Наталия Федоськина, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем Александр Ивановпа Владимир Федоров хутшăнчĕç.
Çанталăк шăрăх тăнине пăхмасăрах унта хутшăнакансемпе куракансем йышлăн пулчĕç. Уяв интереслĕ иртрĕ.
Альбина ИВАНОВА
Апрель 2026 |
