Вĕренỹре те, спортра та маттур хĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 18.07.2025, 17:14 Просмотров: 150

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултан кăçал вĕренсе тухнă Эльвина Хамидуллова пĕрле ăс пухакансемшĕн те, кĕçĕн классемшĕн те тĕслĕх вырăнĕнче. Çамрăк хĕрĕн пултарулăхĕ чăннипех те иксĕлми. Вĕренỹре "5" паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пынăскер обществăлла ĕçсем, спорт мероприятийĕсем валли те вăхăт тупнă.

Эльвина асăннă шкулта пĕрремĕш класранпах пĕлỹ илнĕ. 9 класран ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн 10-мĕшне биологипе хими профилĕпе суйланă. Хĕр кашни предмета туллин алла илме тăрăшнă, анчах хăйне уйрăмах математика, астрономи, химипе биологи предмечĕсем кăмăла кайнине палăртать.

Пултаруллă хĕр анлă тавракурăмлă пулнăран тĕрлĕ шайри олимпиадăсене, пултарулăх конкурсĕсене хастар хутшăннă. Пĕрре мар çĕнтерỹçĕсен шутĕнче пулнă. Сăмах май, Эльвина патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕнче вырăс чĕлхипе чи пысăк бал пухнă.

Ольга БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика