Пурнăç çулĕпе пĕрле утма Турă пилленĕ вĕсене

Категория: Публикации Опубликовано: 18.07.2025, 17:19 Просмотров: 222

 Анат Тăрмăшĕнче пурăнакан Валерийпе Зинаида Путяковсене Турă хăй тĕл пултарса пĕр çемье çулĕпе утма пилленĕ-тĕр. Ялта вĕсене пурте хисеплĕ, хăнасене яланах хапăл, хуть хăçан та пулăшма хатĕр мăшăр пек пĕлеççĕ. Вĕсем хăйсен ачисемшĕн çеç мар, Çĕньял ял территоринчи çамрăксемшĕн те тĕслĕх вырăнĕнче. Сăмах май, 50 çул пĕрле пурăнаççĕ. Килĕшỹллĕ мăшăр "Юратупа шанчăхлăхшăн" медале те тивĕçнĕ.

 Валерий Петрович 1951 çулхи июлĕн 18-мĕшĕнче Анат Тăрмăшĕнче çуралнă. Ялти 8 класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Канашри професси училищинче тракториста вĕреннĕ. Анчах шăпа ăна пачах урăх ĕç хатĕрленĕ. Ачаранах купăс калама ăста каччăна клубра ĕçлеме сĕнеççĕ. Кĕвĕ-çемĕ кăмăллакан çамрăк килĕшнĕ. Пĕлĕвне аталантарма Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕнĕ. Культура çуртĕнче вăй хунипе пĕрлех ялти шкулта музыка урокĕсене ертсе пынă. Турханти пĕлỹ çуртĕнче те тăрăшнă. Ялти юрă-ташă ăстисемпе концертсем йĕркеленĕ, ют ялсене, тăрăхсене тухса çỹренĕ. Пултаруллă специалист "Ĕçре пăлăрнăшăн", "Ĕç ветеранĕ" медальсене, РСФСР вĕрентỹ министерствин Хисеп грамотине, "Çут ĕç отличникĕ" ята илнĕ.

Мăшăр пулма Валерий Петрович Çăл Атăк хĕрне суйланă. Зинаида Кирилловна 1952 çулта кун çути курнă. Турханти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн кооператив техникумĕнче пĕлỹ илнĕ. Ĕç çулне Патăрьелĕнчи çăкăр заводĕнчен пуçланă. Каярах Шăхачри, Турханти пекарньăсенче, Турханти психоневрологи интернатĕнче тăрăшнă.

Зинаида Кирилловнăна та час-часах сцена çинче курма май пулнă. Вăл та юрă-ташша кăмăллать.

Путяковсем виçĕ ачана пурнăç парнеленĕ. Пурте тивĕçлĕ воспитани илсе аслă шкултан вĕренсе тухнă. Ывăлĕсем йĕрке хуралĕнче тимлеççĕ, хĕрĕ - инженер-эколог. Валерий Петровичпа Зинаида Кирилловна 7 мăнукĕшĕн юратнă асаттепе асанне, кукаçипе кукамай. Йăха тăсакансене вĕсем ĕçе, тирпейлĕхе, çут çанталăка юратма вĕрентеççĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика