Ял çыннишĕн çемье бюджетне укçа кĕртмелли çăл куçсенчен пĕри сĕт пулни паян никамшăн та çĕнĕлĕх мар, çавăнпах ĕнтĕ юлашки çулсенче хăшĕ-пĕри 2-3 е ытларах та ĕне усрама пуçларĕ. Анчах пĕлтĕр Раççее Белоруссинчен типĕ сĕт турттарса килни паха шĕвекĕн хакне самай йỹнетрĕ, çавна май халăх пăшăрханма пуçларĕ. Халь лару-тăру лайăхланса пырать, пĕрех хакпа тата сĕт пахалăхĕпе çыхăннă ыйтусем пур-ха. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ- экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов тата çак пайри З. Телегина тĕп специалист, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин ветеринари врачĕ Е. Шуряшкина сĕт йышăнакан пунктсене çитсе курчĕç.
"Батыревское молоко" пĕрлешỹ уйрăм çынсенчен пухнă тата ял хуçалăх предприятийĕсенчен илсе килекен сĕте йышăнать. Кунта çавăн пекех урăх районсенчи пĕчĕк предпринимательсем те çул хывнă. М. Калмыков сĕт хакĕ ỹснине, ноябрĕн 6-мĕшĕнчен сĕт пуçтаракансене пĕр литршăн 20 тенкĕ тỹленине пĕлтерчĕ. Маларах вара 18-19 тенкĕпе татăлнă.
- Сĕт пахалăхĕ лайăхланса пырать. Шыв хушакансем пур, эпир вĕсемпе кĕрешетпĕр. Хамăр та туянмастпăр, пирĕн хыççăн илекенсене те систерсе хуратпăр, - тет М. Калмыков.
Шăнкăртамри "Закамье" пĕрлешỹ хута кайни нумаях мар. Кунта йăлтах çĕнĕлле. Лабораторинче те, сĕте йышăнакан пунктра та ĕçлеме кирлĕ условисем пур. Комисси кунта та хакпа кăсăкланчĕ - предпринимательсене пĕр литршăн 20-21 тенкĕ параççĕ.
Хирти Пикшикри Р. Каштанов предприниматель сĕт пухакансем халăха паха шĕвекшĕн миçе тенкĕ панипе кăсăклансах тăнине палăртрĕ. Çавăн пекех антибиотиклă сĕтсем сахалрах килнине те каларĕ.
Комисси Туçа ял тăрăхĕнчи «Молоко» пĕрлешĕвĕн Туçари уйрăмĕнче, «Вăрнарти типĕт- нĕ сĕт хатĕрлекен завод» тата Патăрьелĕнчи «Молком» пĕрлешỹсен сĕт йышăнакан пункчĕсенче пулчĕ. Пуринче те илсе килнĕ продукцие тĕрĕслев валли илчĕ.
Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕ- семпе кĕрешекен станцинче Е. Шуряшкина тата З. Телегина сĕт пахалăхне пăхрĕç. "Клевер" прибор тĕрĕслев валли илнисенчен «Молком» пĕрлешĕве сĕт турттарса пыракансене паха шĕвеке "авлантарса" панине кăтартрĕ. Ыттисенче шыв çук, çу хисепĕ те пысăк.
Пĕтĕмлетсе çакна калас килет: сĕт хакĕ ỹсет, апла пулин те халăхран паха продукцие пухакансенчен хăшĕ-пĕри пысăк выльăх тытакансене тивĕçлипе тỹлемест. Хăйсен кĕсйисене пĕр литртан икĕ тенкĕрен ытларах хăваракансем те пур. Комисси членĕсем вĕсем çывăх вăхăтрах тивĕçлĕ йышăнусем тăвасса шанса тăрать.
О. ПАВЛОВА.
Ноябрь 2024 |