2025.03.28 Ентешпе мăнаçланатпăр

Категория: Кзыл-Чишминский территориальный отдел Опубликовано: 28.03.2025, 15:11 Просмотров: 33

Кзыл Чишмара çуралса ỹснĕ Джавдет Сулейманов 70 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çав ятпа муниципалитет округĕн тĕп библиотекинче "Чăваш Енĕн паллă çыннисем" интереслĕ калаçу сехечĕ йĕркеленĕ. Вулавăш ĕçченĕсем Джавдет Шевкетович пурнăçĕпе, ĕçĕсемпе, наука тата вĕрентĕве хывнă тỹпипе паллаштарнă. Сăввисене чăвашла, вырăсла тата тутарла вуланă.

Джавдет Сулейманов - кибернетик, техника наукисен докторĕ, профессор, Тутарстан Республикин наука академийĕн чăн членĕ. Вăл хăй çуралнă ялĕнче çамрăксен "Сэлэт-Батыр" центрне йĕркелекенĕ. Унăн лапамĕ хастар тата мал ĕмĕтлĕ хĕрсемпе каччăсене пуçтарать. Çулленех унта 20 ытла наукăпа вĕрентỹ, ăсталăх проекчĕсем пурнăçа кĕреççĕ.

Джавдет Шевкетовичăн 160 ытла публикаци ĕçĕ. Вăл шутра 3 монографи, информатикăпа 2 терминологи словарĕ, акăлчанла-вырăсла-тутарла словарĕ, 15 вĕрентỹпе методика пособийĕ пур. Вĕрентỹ процесне информацилес проблемăпа 70 ытла публикаци тунă. Вăл ертсе пынипе тата хутшăннипе шкулсенче усă куракан электронлă мультимедийлă кĕнекесем кăларнă.

Джавдет Сулейманов искусствăлла интеллекта тата компьютерпа вĕрентỹ технологийĕсене аталантарас тĕлĕшпе хастар ĕçлет. Тутарстан Писателĕсен канашĕн членĕ пулнă май вăл литературăра та нумай наградăна тивĕçнĕ. Вăлах Тутарстан Республикин тава тивĕçлĕ наука ĕçченĕ те.

Мероприятие электронлă презентаципе йĕркеленĕ.

 Çакнашкал хастар ентеш пурришĕн эпир чăннипех те мăнаçланатпăр. Округра обществăлла çамрăксен "Сэлэт" центрне йĕркелес ĕçе Джавдет Шевкетович пысăк тỹпе хывнишĕн савăнатпăр.

Альбина КАПИТОНОВА

Яндекс.Метрика