Кзыл Чишмари чи хитре вырăнсенчен пĕри апрель уйăхĕнче тума пикеннĕ сквер пуласси куç кĕретех. Ăна çак ялта çуралса ỹснĕ Гузелия Сафина спонсор (вăлах çамрăксен "Сэлэт-Батыр" центрне хута яма пулăшрĕ) хăйĕн ашшĕ ячĕпе тутарттарать. Шел пулин те, вăл паян пирĕнпе юнашар çук, анчах хĕрĕ унăн ырă ятне упраса хăварма тăрăшать. Мухарям Сафин кăçалхи августăн 10-мĕшĕнче 100 çул тултарнă пулĕччĕ. Шăпах çавăн чухне кану вырăнне уçма палăртаççĕ.
Скверта чылай ĕçе пурнăçланă: йĕри-тавра тимĕр карта тытнă, çул сарнă, 105 чăрăш, уртăшсем, жасминсем, тĕрлĕ-тĕрлĕ чечек лартнă. Çавăн пекех сцена та, артистсене тумланса хывăнма ятарлă кĕтес те пулать. Мухарям Санатулловичăн пăхăртан хатĕрлекен бюст-палăк çỹллĕшĕ 2 метр ытларах пулмалла, вăл та инçетренех курăнĕ.
Юнашарах вырнаçнă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ салтаксен ячĕпе лартнă палăка та тимлĕхсĕр хăвармаççĕ, ăна та çĕнетеççĕ.
Ольга ПАВЛОВА