"Пурнăç пурăнасси - уй урлă каçасси мар", - тенĕ мĕн ĕлĕкех ваттисем. Çапла çав, унта йывăрлăхĕсем те, савăнăçлă саманчĕсем те çителĕклех. Красномайскинче пурăнакан Людмила Леонтьева (сăн ỹкерчĕкре) та çакнах çирĕплетет. 1945 çулта кун çути курнăскерĕн аса илмелли нумай.
- Çăмăл ĕç шыраса пĕр вырăнтан теприне куçса çỹремен. Чылай çул дояркăра, сысна пăхнă çĕрте вăй хутăм. Ака вăхăтĕнче сеяльщикре те çỹренĕ. Икшер пай та илнĕ, - терĕ Людмила Михайловна хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарма пуçланă май.
- Аннен эпĕ пĕртен-пĕр хĕр пулнă, апла пулсан та вăл ачашласа ỹстермен. Хăй сысна ферминче тăрăшатчĕ, ĕçе тухса кайиччен мана мĕн-мĕн тумаллисене çырса хăваратчĕ. Яшка, çăкăр пĕçерме ир вĕрентĕм. Çурта ăшăтма вутă кирлĕрен вăрмана кунне иккĕ-виççĕ те хутлаттăм. Унтан ĕне туянтăмăр. Шкула вĕренме кайиччен ăна суса хăвармаллаччĕ. Хĕлле вара пỹрте илсе кĕреттĕмĕр, кун пек чухне вараласси çавăнтах. Хамăн та тирпейленмелле, тислĕкне те тасатмалла... Рита ятлă юлташ хĕрĕ мана кĕтсе ларатчĕ, унтан вара чупса Кзыл Чишмари шкула вĕренме каяттăмăр. Ялти пĕлỹ çуртĕнче ăс пухнă хыççăн кỹршĕ яла çỹренĕ.
Ара, аннен хăйĕн те пурнăçĕ çăмăл пулман. Вĕсен çемйине кулак тесе çуртне туртса илнĕ, хăйсене Çĕпĕре янă. Аннепе аппăшĕ вара çул çинче тарса юлнă. Килне килнĕ чухне выçăхса çитнипе тупнă вилнĕ чăх какайне çинине каласа паратчĕ. Яла çитсен ниçта пурăнмалли те пулманран çĕр пỹрт чавнă. Аппа, Саня Баранова, кайран Анат Туçана качча кайнă, - тесе пĕлтерчĕ сăмах çăмхи сỹтĕлнĕ май ĕç ветеранĕ.
Колхоз çурт тума йывăçсем касма ирĕк панă хыççăн амăшĕпе хĕрĕ тăрăшсах пỹрт тунă. Çавăн чухне платниксене укçа тỹлеме ĕнине те сутса янă. Çĕнĕ пỹртре савăнса пурăнмалли вăхăтра Людмила Михайловнăна ял ачиех вăрласа кĕнĕ. Малалла вĕренме ĕмĕтленекен хĕр 18 çултах арăм шутне кĕнĕ.
- Шкултан вĕренсе тухсан правленинче пĕр вăхăт ĕçлерĕм: урай çăваттăм, телефон шăнкăравĕсене хуравлаттăм... Улталаса урама илсе тухрĕç те вăрласа кайрĕç. Мăшăра эпĕ малтан палламан та. Леонтьевсем мана хăйсен хĕрĕ пек йышăнчĕç. Сивĕ сăмах каласа кỹрентерсе курман. Ачасене пăянам пăхма пулăшрĕ, хам куллен фермăна ĕçе утнă. Качча кайсанах дояркăра вăй хума пуçларăм.
Упăшка пысăк çемьере çитĕннĕ, 8-ăн пĕр тăванччĕ. Александр Емельянович Леонтьев тухтăра пĕлмен çын та сахал пуль, вăл шăпах Валерин шăллĕ. Шел, ĕмĕрĕ кĕскерех пулчĕ. Мăшăр асли пулнăран уйрăлса тухрăмăр. Чи малтанах Шăмалакри шкул пулнă çуртран пỹрт лартрăмăр. Кайран кирпĕчрен хăпартрăмăр, - тет Людмила Михайловна. Хăйĕн пурнăçне вăл ỹпкелесе пĕр сăмах та каламасть. Шаннă тивĕçе яланах чунтан пурнăçлама тăрăшнă. 20 çул ытла дояркăра тăрăшнă, малтисен ретĕнче пулнă. Хуçалăхра ĕнесене пĕтернĕ хыççăн сыснасем пăхма пуçланă.
Виçĕ хĕрĕпе икĕ ывăлне те Леонтьевсем ĕç çумне ир хăнăхтарнă, тĕрĕс воспитани пама тăрăшнă. Вĕсем амăшне фермăна пулăшма çỹренипе пĕрлех çевок, чĕкĕнтĕр пайĕсене çумланă, колхозра вăй хунă. В
алериан Емельянович чылай çул "Ленинец" колхозра тракторпа ĕçленĕ. Шỹт ăсти пулнă вăл. 2019 çулта чĕри ĕмĕрлĕхех тапма чарăннă.
Людмила Михайловна халĕ 11 мăнукĕпе тата 13 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать. Пĕрле пухăнсан пỹрт кĕрлесе те шавласа çеç тăрать. Пурне те хапăл туса ăшшăн кĕтсе илет асанне, кукамай ята тивĕçнĕ хĕрарăм. Кỹршĕ-арши те час-часах ун патне каçать. Калаçса ларнă май алă ĕç тăваççĕ. Сăмах май, Людмила Леонтьева çыхма кăмăллать. Çавăн пекех чечексем юратать. Халĕччен пахчари çеçкесене хăйех лартса ỹстернĕ. Кăçал хĕлле урине хуçнăран урама тухса çỹреймест. Ывăлĕсемпе кинĕсем, хĕрĕсемпе кĕрỹшĕсем ăна килсе пулăшаççĕ, тунсăхлама памаççĕ.
Ольга ПАВЛОВА