çапла хак параççĕ Кзыл Чишмари çамрăксен "Сэлэт-Батыр" центрĕнче çуллахи каникул вăхăтĕнче канса сывлăха çирĕплетекенсем.
Тăваттăмĕш сменăра - 108 ача. Ку хутĕнче унта спортпа туризма килĕштерекенсем пухăннă. Мĕн чухлĕ çĕнĕ тус-тантăш тупаççĕ канакансем. Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен килеççĕ лагере. Ытларахăшĕ Чăваш тата Тутар Республикисенчен темелле. Пĕр-пĕринпе вырăсла калаçса хутшăнаççĕ пулин те халăхсен авалтан пыракан йăли-йĕркипе сахал мар интересленеççĕ. Вĕсене сцена çинче кăтартаççĕ.
Канакансем экскурсисене, туризм çул-йĕрĕпе те тухса çỹреççĕ. Ку хутĕнче вĕсем Кзыл Чишма ялĕн илемлĕ вырăнĕсемпе паллашрĕç. Кỹлĕ таврашĕнче киленчĕç.
Спортпа пиçĕхме май паракан занятисем ирттерме центрта услови çителĕклĕ. Уçă сывлăшра волейболла, баскетболла, футболла выляма пулать. Ытти конкурссене ирттермешкĕн те ятарлă лапамсем пур.
Ачасен кану программине Хусанти аслă шкулсенче вĕренекен студентсем йĕркелеççĕ. Малтанах вожатăйсем ятарлă курсра пĕлỹ пухнă. Смена вăхăтĕнче вĕрентỹ занятийĕсем те пулаççĕ. Мастер-классем ирттереççĕ. Тунсăхласа ларма вăхăт та çук ачасен. Кунне 5 хутчен апат çитереççĕ. Килĕшнĕрен кунта çул сиктерми канма килекен ачасем те пур.
"Тепĕр сменăра чăваш чĕлхипе, культурипе интересленекенсене кĕтетпĕр. Вĕсем патне И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕсемпе студенчĕсем килĕç.
Муниципалитет округĕнчи кĕçĕнрех ачасен те, аслăраххисен те кăмăлĕсене хăварас килмест пирĕн. Тăван килтен çывăхра çакнашкал тивĕçтерекен условисенче канма май пулнишĕн пурте кăмăллă",- тет центр директорĕ Камиль Сулейманов.
Кашни смена кану вĕçленес умĕн хăйĕн ăсталăхĕпе паллаштарса концерт хатĕрлет. Театр студийĕ те ĕçлет кунта. Çамрăксем юрă-ташăра хăйсен пултарулăхне малалла аталантарма пултараççĕ. "Мĕн? Ăçта? Хăçан?" викторинăсем, КВНсем тăтăш пулаççĕ. Спорт ăмăртăвĕсене, вăййисене йĕркелеççĕ тата ытти те.
Центр йĕри-тавра таса та тирпейлĕ, тĕрлĕ йывăç хунавĕсем ỹсеççĕ. Центр шкул ачисемшĕн çеç мар, туристсемшĕн те кăсăклă.
Чăваш Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн "Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем" социаллă проекчĕ туллин пурнăçа кĕрсе пыни куç кĕрет.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА