Кзыл Чишмара августăн 9-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура Мухарям Сафин ячĕпе тунă сквера уçрĕç. Ку куна ахальтен суйласа илмен: Мухарям Санатуллович пурăннă пулсан 100 çулхи юбилейне палăртатчĕ.
Мухарям Сафин ячĕпе хисепленекен сквер Кзыл Чишмара çеç мар, Патăрьел муниципалитет округĕнчи чи илемлĕ вырăнсенчен пĕри пулса тăчĕ.
Проекта пуçараканĕ тата спонсорĕ - çак ялтах çуралса ỹснĕ, Патăрьел муниципалитет округĕн Хисеплĕ гражданинĕ Гузелия Сафина. Вăл хăйĕн ашшĕне хисеплесе тата сума суса, юратăвне палăртса, округ пурнăçĕпе тачă çыхăннă çынна асра хăварас тĕллевпе сквер тума шут тытнă. Сăмах май, Гузелия Мухарямовна тăрăшнипех çамрăксен "Сэлэт-Батыр" центрĕ уçăлчĕ. Унта республикăн, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен шкулта лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракансем, тĕрлĕ шайри олимпиадăсемпе конкурссенче çĕнтерекенсем, обществăлла ĕçсене хастар хутшăнакансем канаççĕ, хăйсен тавракурăмне тата ытларах аталантараççĕ. Центр йĕри-тавра вара тĕрлĕ чечек, йывăç çитĕннĕрен чăннипех те юмах тĕнчине лекнĕ пекех туйăнать. Мухтавлă ентеш пулăшнипе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ салтаксене асăнса лартнă палăк, ял центрĕнчи тата масар патне каякан çул, çăва çинчи çурт çĕнелнĕ тата ытти те. Кзыл Чишма хĕрĕн ыр кăмăллăхĕ чăнах та иксĕлми.
Сквера кĕнĕ çĕрте Мухарям Сафинăн пăхăртан тунă бюстне вырнаçтарнă. Вăл кашни çынна ăшшăн кĕтсе илсе ăсатса ярать.
Ача-пăча валли те икĕ лапам тунă. Пĕчĕккисем кунта тĕрлĕ вăйă выляма, çавăн пекех спорт хатĕрĕсемпе сывлăхĕсене çирĕплетме пултараççĕ. Çамрăк ăрăвăн шăнкăрав пек сасси иртен пуçласа каçченех пĕр татăлмасăр янăрать.
Утма çулсем айккипе Кзыл Чишма историйĕпе, пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, çыннисемпе паллаштаракан стендсем вырнаçтарнă. Çакă ял аталанăвне курма, мухтавлă ентешсем пирки ытларах пĕлме май парать. Савăнăçлă мероприятие уçнă çĕре хутшăннисем чылайччен сăн ỹкерчĕксене пăхса тăчĕç, иртнисене аса илчĕç.
Ятарлă сцена, артистсене тăхăнса хывăнмалли кĕтес пурри тĕрлĕ мероприятие кăмăлтан ирттерме май парать.
Парка уçăлма килекенсем саксем çине ларса канма, тĕл пулусем ирттерме, йĕри-тавра ешерекен чечексемпе тĕмсен илемĕпе киленме пултараççĕ. Каçхине те кунта çутатакан хатĕрсем вырнаçтарнăран пачах тĕттĕм мар.
Ольга ПАВЛОВА
Замир АБДУЛЛИН, ял старости:
- Округри сумлă çынсенчен пĕри пулнă Мухарям Сафин. Унăн ячĕпе сквер савăнăçлă лару-тăрура уçăлни пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Мероприятие ялта пурăнакансем çеç мар, Кзыл Чишмара çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра тĕрлĕ хулара тĕпленнисем, кỹршĕ ялсенчен чăвашĕ-тутарĕ - пурте-пурте килчĕç.
Сквер питĕ илемлĕ, халăхăн юратнă вырăнĕ пуласси куç кĕрет. Кунта ватти-вĕтти уçăлса çỹреме, канма пултарать. Гузелия Сафинăпа эпир мухтанатпăр, ял инфратытăмне çĕнетесшĕн, хăтлăлатассишĕн тăрăшнăшăн чун-чĕререн тав тăватпăр!