2025.08.30 Вăл эколог та, педагог та, спортсмен та...

Категория: Кзыл-Чишминский территориальный отдел Опубликовано: 30.08.2025, 21:40 Просмотров: 25

"2008 çултанпах эпир ялти 3 урамра шыв пăрăхĕсемпе усă куратпăр. Хамăр касра пусă та чавнăччĕ. Кăшăлĕсене Минулла Арипов вырнаçтарнăччĕ. Пусă таврашне хăтлăлатнă, тирпейлĕ. Паянхи кун та ял халăхĕ унти çăл шывĕпе усă курать", - тет Кзыл Чишмари Арыслан Салимгереев.

Çăла тасатса тирпейлесе тăрассине хăйсем çинех илнĕ кунта пурăнакансем. Сакăр теçетке çула тултарса пыракан Арыслан Сафагереевич ĕмĕр-ĕмĕрех çăл шывĕ ан типтĕр тесе тăрăшать. Ун таврашĕ ялан таса та тирпейлĕ.

Пурнăç тăршшĕпех халăх интересĕсемшĕн пурăнма хăнăхнă педагог-ветеран. Арыслан Салимгереев çак ялтах çуралнă. Алманчăри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне химипе биологи уйрăмне çул тытнă. Çавăнпа та сывлăш тасалăхĕ, çăл шывĕ çын организмĕшĕн мĕн тери кирлине лайăх ăнланать.

Ĕç биографине вăл Ишлĕри вăтам шкултан пуçланă. Вăл вăхăта çемьеллĕ те пулнă Арыслан Салимгереев. Ывăлĕпе мăшăрне хăварса çар тивĕçне те пурнăçлама тивнĕ.

Кайран çемье тăван ялта тĕпленнĕ. Малтан Алманчăри вăтам шкулта учительте ĕçленĕ. Пултарулăхне кура ăна "Ленинец" колхоз председателĕн çумне лартнă. Пурнăçăн ытларах пайне вара вĕрентỹ системинчех тăрăшнă. Красномайскинчи, Кзыл Чишмари шкулсен директорĕ пулнă.

Çут ĕç отличникĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Арыслан Салимгереев. Ял Советне депутата та суйланă ăна. Çавăнпа та çитĕнекен ăрупа ашшĕ-амăшĕн пĕрлехи ыйтăвĕсене тивĕçлипе татса пама тăрăшассине яваплăх вырăннех хунă.

Мăшăрĕ те юнашарах ĕçленĕ. Аслă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн вăл библиотекăра, тăван чĕлхепе литературине вĕрентекенре, воспитательре, Кзыл Чишма ял Совечĕн специалистĕнче вăй хунă. Тăрăшуллă ĕçшĕн Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ министерствин Хисеп хучĕ пур Халвэрия Зейнулловнан

. Арыслан Салимгереев мĕн çамрăкран спортпа та туслă. Кĕрешессине, çăмăл атлетикăна, волейбола килĕштернĕ. Çитĕнĕвĕсем çителĕклĕ. Облаçри профсоюзăн пăхăр призерĕ вăл, "Буревестник" ирĕклĕ спорт пĕрлешĕвĕн чемпионĕ...

Виçĕ ача çуратса ỹстернĕ Салимгереевсем. Пурте çемьеллĕ. Мăнукĕсемпе, кĕçĕн мăнукĕпе савăнаççĕ. Радик ывăлĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче медицина факультетĕнче вĕреннĕ. Шăхасанта хирург пулса ĕçлет.

Рафия медицина енĕпе кайнă. Ялти врач амбулаторийĕнче ĕçленĕ. Алсу вара ашшĕ-амăшĕн професси династине малалла тăснă. Çур ĕмĕр ытла пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнакан мăшăр çитĕнекен ăрушăн та, ял-йышшăн та ырă тĕслĕх.

 Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Яндекс.Метрика