2025.06.27  Паллă тренера сума суса

Категория: Норваш-Шигалинский территориальный отдел Опубликовано: 27.06.2025, 19:49 Просмотров: 36

Нăрваш Шăхаль ялĕнче паллă пулăм иртрĕ. Кире пуканĕ йăтассипе РСФСР спорт мастерĕ, чемпионсен темиçе ăрăвне хатĕрленĕ ăста наставник тата тренер Николай Трифонов (ỹкерчĕкре) 75 çул тултарнине сумлăн паллă турĕç. Юбилей кунĕнче шăпах кире спорчĕн республикăри уçă ăмăртăвне йĕркелеме те майлă пулчĕ. Чăн-чăн уяв вăй-хала, чăтăмлăха, ăсталăха, спортри маçтăрлăха тĕрĕслеме май пачĕ.

 "Кире спорчĕн легендине халалласа" чĕнỹпе иртнĕ ăмăртăва мĕн пур Чăваш Республикинчен пухăнчĕç. Юбиляра хисеплесе, тав туса йĕркеленĕ сумлă мероприяти ăмăртăвăн аккорчĕ пулчĕ.

Уява уçма Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, Николай Трифоновичăн нумай вĕренекенĕ, тренер ĕçĕнче пĕрле вăй хунисем, юлташĕсем тата çывăх çыннисем хутшăнчĕç. Кашнийĕшех Николай Трифонов Чăваш Ен тата муниципалитет округĕн кире спортне пысăк тỹпе хывнине палăртрĕ. Унăн ячĕ вĕçсĕр вăй-хал хушăнса пынипе, хăйĕн ăсталăхне, пĕлĕвне çитĕнекен ăрăва пама пĕлнипе çыхăннă.

Рудольф Селиванов хăйĕн сăмахĕнче Нăрваш Шăхаль ялĕ ентешĕпе тивĕçлипех мухтанма пултарнине палăртрĕ. Вăл округра çеç мар, республикипех спорта чи лайăх аталантаракан ял. Кунтан нумай чемпион, тĕрлĕ шайри спорт мастерĕ тухнă. Çакăнта, профессиллĕ спортăн çăлкуçĕнче, тренерсем пысăк вăй пулса тăраççĕ. Çав йышра, паллах, Николай Трифонов та. Вăл хатĕрленĕ ăста спортсменсен çитĕнĕвĕн хакĕ пысăк. СССР тата РСФСР чемпионачĕсене хутшăнтарнă тренер ачасене, Раççейри тата тĕнчери ăмăртусене явăçтарнă. Тĕнче класлă икĕ спорт мастерĕ, 15 ытла СССР тата Раççей спорт мастерĕ хатĕрленĕ.

Валерий Антонов спорта тĕрлĕ шайра (вырăнти, патшалăх таранах) пулăшса пымаллине палăртрĕ. Çакнашкал ăмăртусем, юбилей турнирĕсем сывă пурнăç йĕркине анлăн сарма, çитĕнекен ăрăва спортра пиçĕхсе ỹсме, ăмăртусенче пысăк ỹсĕмсем тума хавхалантарнине пĕлтерчĕ.

 Шупашкар, Улатăр, Канаш, Куславкка хулисенчен, Патăрьел, Йĕпреç, Муркаш, Елчĕк, Шăмăршă муниципалитет округĕсенчен килнĕ спортсменсем пысăк ăсталăх кăтартрĕç. Ăмăрту çивĕч пычĕ. Куракансем кашни кире пуканĕ çĕклекенре хастарлăх курчĕç.

Ятарласа Николай Трифонов юбилейĕ тĕлне эксклюзивлă медальсемпе кубоксем хатĕрленĕ. Çĕнтерỹçĕсене12 виçе категорийĕпе чысларĕç.

2007 çулта тата унран кĕçĕнрех çуралнă хĕрачасем хушшинче (58 килограмм) Елчĕкрен килнĕ Софья Соловьева çĕнтерчĕ. Пысăкрах виçеллисенчен Патăрьел муниципалитет округĕнчи Ксения Измайлова малта.

2006 çулта çуралнисенчен тата вĕсенчен аслăраххисенчен Карина Плечова пĕрремĕш вырăнта пулчĕ.

2007 çулхи тата кĕçĕнрех арçын ачасенчен (63 кг) Максим Егоров (Куславкка) çĕнтерчĕ. 73 килограмлă виçе категорийĕнчисенчен Улатăртан килнĕ Иван Павелкина çитекенни пулмарĕ. Унтан йывăртараххисенчен Канашри Николай Григорьев мала тухрĕ.

2006 çулхисенчен тата аслăраххисенчен (78 кг) Йĕпреç муниципалитет округĕнчи Алексей Иванов пĕрремĕш вырăнта. 73 килограмлă виçе категорийĕпе Патăрьел муниципалитет округĕнчи Дмитрий Давыдов çĕнтерỹçĕ.

85 килограмлă виçепе Шупашкарти Дмитрий Енедеров палăрчĕ. Ытларах виçеллисенчен каллех тĕп хулари Александр Павлов малта.

50 çултан иртнĕ ветерансенчен пирĕн муниципалитет округĕнчи Николай Васильев çĕнтерчĕ.

 Ăмăрту кире спорчĕн аталанăвне республикăра тивĕçлĕ тỹпе хывнине палăртрĕ. Вăл нумайлăха унта хутшăнакансен асĕнче юлĕ.

 Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика