2025.07.25 Юсав ĕçĕсем пыраççĕ

Категория: Норваш-Шигалинский территориальный отдел Опубликовано: 25.07.2025, 13:27 Просмотров: 42

Ачасем каннă вăхăтра муниципалитет округĕнчи шкулсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Нăрваш Шăхалĕнчи вĕренỹ учрежденийĕнче, акă, чỹречисене улăштараççĕ. Пĕрремĕш хутрисене çĕнетнĕ, иккĕмĕшĕнчисене пуçăннă. Çавăн пекех шкул тăррине улăштараççĕ. Ăна çывăх вăхăтра вĕçлесшĕн.

Шалти ĕçсем юлнă. Ку енĕпе те палăртнисене пурнăçласа пыраççĕ.

"Тĕп тĕллев: çĕнĕ вĕренỹ çулне çитĕнекен ăру тата педагогсем хăтлă та илĕртỹллĕ шкулта кĕтсе илмелле тăвасси.",- тет ĕç вырăнĕнчи лару-тăрупа паллашнă май муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов.

 (Хамăр корр)

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика