Муниципалитет округĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче, тава тивĕçлĕ Раççей спорт мастерĕн çĕршывĕнче, икĕ хутчен тĕнче чемпионки пулнă, 2008 çулхи çуллахи олимпиадăн пăхăр призерĕн Ирина Калентьевăн парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри велосипед спорчĕн маунтинбайк дисциплинин "кросс кантри-кĕске çаврăм" енĕпе йăлана кĕнĕ ăмăртăвĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн "Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем" проекчĕпе килĕшỹллĕн йĕркеленĕ.
Унта Раççейĕн 10 регионĕнчен 160 ытла спортсмен хутшăннă.
Ăмăрту чăн-чăн спорт тата сывлăх уявĕ пулнине çирĕплетнĕ.
Мала тухнисем хаклă парнесене тивĕçнĕ.
Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
