Иртсе кайнă çулталăк Çĕнĕ Ахпỹрт территори пайĕшĕн ырă улшăнусемпе паллă пулса юлчĕ. Чăн малтанах "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пуçламăш звенора медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатас тĕллевпе Çĕнĕ çул умĕн Çĕнĕ Ахпỹртре врач амбулаторийĕ хута кайрĕ. Ял халăхĕ çакна тахçанах кĕтнĕ. Медицина пулăшăвĕ паракан учреждение çынсем кăмăлтан çỹреççĕ.
Çулсеренех эпир Чăваш Республикинчи пуçару бюджечĕн программипе те тухăçлă ĕçлетпĕр. Пĕлтĕр çак меслетпе Çĕнĕ Ахпỹртри Ленин тата Николаев урамĕсене çул сартăмăр.
2025 çула та пысăк хавхаланупа пикентĕмĕр. Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсем хыççăнах Çĕнĕ Ахпỹртри Çăкал юхан шывĕ çинче плотина тума пикентĕмĕр. Объект хакĕ - 100000 тенкĕ. Ĕçе пурнăçлаканĕ Шăмăршă муниципалитет округĕнчен. Ял çывăхĕнчех пысăк кỹлĕ пулни пушар хăрушлăхĕнчен сыхланма та пулăшать, ял-йыша ытти тĕллевпе усă курма та май парать.
Станислав НИКИТИН, Çĕнĕ Ахпỹрт территори пайĕн начальникĕ
Август 2026 |
