2025.05.23 Кăçал та тухăçлă ĕçлĕпĕр, виçĕ проекта пурнăçа кĕртĕпĕр

Категория: Новоахпердинский территориальный отдел Опубликовано: 23.05.2025, 21:43 Просмотров: 45

Паян ял илемĕ, тирпейĕ, вăл капăрланса пырасси пĕтĕмпех хамăртан, унта пурăнакансем пĕр шухăшлă пулнинчен килет.

Çĕнĕ Ахпỹрт территори пайĕнчи халăх çакна питĕ лайăх ăнланать. Ваттисем калашле, пĕрле пĕр çĕре сурсан çеç кỹлĕ пулĕ, пĕччен сурни типсех пырĕ. Çакна шута илсе эпир кашни çулах Чăваш Республикинче çулсеренех вăй илсе пыракан пуçарулăх бюджечĕн программине хутшăнма тăрăшатпăр. Пĕр проектпа çеç мар, çулсеренех çак тĕллевпе халăхпа калаçса татăлса 2-3 те хатĕрлетпĕр. Иртнĕ çул Çĕнĕ Ахпỹртри Ленин урамне (1200 метр) асфальт сартăмăр, Николаев урамне те вак чул сарса тирпейлерĕмĕр.

Кăçал та республикăри пуçару бюджечĕн меслечĕпе виçĕ проекта пурнăçа кĕртме хатĕрленетпĕр: Çĕнĕ Ахпỹртри Мир урамне вак чул сарса тирпейлесси тата Татмăшпа (150 метр) Çĕнĕ Ахпỹртри (200 метр) масар картисене профильпе çĕнетесси. Хальхи вăхăтра тендр выляса илнĕ Мышин предприниматель масарсен картисене хатĕрлет. Вилнĕ тăванăмăрсене асăнмалли кунччен икĕ ялта та çак ĕçе вĕçлесшĕн. Татмăшри масар картин проекчĕ 467 пин тенке ларчĕ. 94 пин тенкине ял-йыш хастарлăхĕпе пуçтарнă. Çĕнĕ Ахпỹртрин проекчĕ 682 пин тенкĕ ытларах, 137 пин тенкине каллех халăх вăйĕпе пуçтарнă.

Эпир кашни çулах ялсенчи çулсене тирпейлеме, çĕнетме, хăтлăлатма тăрăшатпăр. Пуçару бюджечĕн программине кĕнĕ кăçалхи тепĕр проект та çулпах çыхăннă. Çывăх кунсенчех Çĕнĕ Ахпỹртри Мир урамĕнчи çула "Энигма" подрядчик тирпейлеме пуçлĕ. Вăл 560 метр тăршшĕ, проект хакĕ 1 миллион та 94 пин тенкĕ. Халăх пуçарулăхĕпе çак проект валли 219 пин тенкĕ пуçтарнă.

 Кирек мĕнле ĕç те пĕрле чухне кал-кал та пырать. Территори пайĕнче уйрăм предпринимательсем, фермер хуçалăхĕсем, граждансем пулăшса пынипе кашни ялтах ырă ĕçсем тума тăрăшатпăр.

Станислав НИКИТИН, Çĕнĕ Ахпỹрт территори пайĕн начальникĕ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика